Вторник, 31 января

Кайăксем валли – сырăшсем

Çынсен пурнăçĕнче кайăксем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пĕр вырăнтан тепĕр вырăна вĕçсе вĕсем ÿсентăран вăррисене таврана сарма пулăшаççĕ. Чылайăшĕ хăйсен сассипе савăнтараççĕ. Кайăксем пулмасан, таврари вăрмансене, пахчасемпе садсенчи çимĕç паракан йывăçсене, уй-хирти тырпула тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă кĕске вăхăт хушшинчех пĕтерсе хума пултарать.
Юлашки вăхăтра, наукăпа техника çав тери хăвăрт аталанса пынă май, кайăксене йывăр килет. Вăрмансене нумай касни, хуласем пысăкланни, уй-хирпе вăрмансенче хурт-кăпшанкăна хирĕç химиллĕ препаратсемпе кĕрешни, удобренисемпе усă курни кайăксемшĕн сиенлĕ.
Хĕллехи вăхăтра кайăксене уйрăмах йывăр. Кун кĕске пирки апат шыраса тупма ĕлкĕреймеççĕ. Уйрăмах юр нумай çуса лартнă чухне çимелли тупма йывăр вĕсене. Çакна шута илсе Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ çумĕнчи кĕске вăхăтлăх ушкăна çÿрекен ачасемпе эпир çунатлă туссене пулăшма шутларăмăр. Малтанах хĕл каçма юлакан кайăксемпе паллашрăмăр, вĕсем мĕн çиме юратнине тишкертĕмĕр. Малалла хĕллехи вăхăтра кайăксене мĕнле пулăшма пулни çинчен калаçу ирттертĕмĕр, çынсем вĕсем валли апат çимелли вырăн туса параççĕ, иккен, йывăçсем çинчи çимĕçсене те татмасăр хăвараççĕ. Çакăн хыççăн ачасен те çунатлă туссем валли сырăшсем туса çакас, вĕсене кунсерен апат парса тăрас шухăш çуралчĕ. Çак шухăша пурнăçа кĕртме, паллах, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕсĕр май çук. Сырăшсене мĕнрен ăсталама пулнине пăхса тухнă хыççăн хĕрÿ ĕç пуçланчĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри илемлĕ те хăтлă сырăшсем йăтса килме пуçларĕç. Вĕсене сад пахчинчи йывăçсем çине тухса çакса апат панă хыççăн кашниех хăйĕн «столовăйне» мĕнле кайăк апатланма пырасса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Хăнасем нумай кĕттермерĕç, тутлă çимĕçсемпе сăйланма пуçларĕç. Халĕ эпир кашни кунах кăсăясене, çерçисене сăнатпăр. Хушăран уйăпсем те, шăнчассем те, чакаксем те курăнкалаççĕ. Çуллахи кунсем çитсен те çунатлă туссем пире манса каймĕç, йывăр вăхăтра хăйсене пулăшнăшăн сад пахчинчи йывăçсене сыхлĕç, илемлĕ юррисемпе савăнтарĕç.
Çапла вара, çутçанталăка упрама, сыхлама, юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ÿстерсен, пысăклансан та ачасем çак туйăмсене, хăнăхусене манмĕç. Воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ тачă çыхăнса ĕçлесен çеç ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанса ÿсĕç.
Т.ПЛЕШКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *