Ашшĕнчен 7 çултах тăлăха юлнă Олег Николаев ялти пĕр ĕçрен те пăрăнман
Хĕрлĕ Чутай районĕнче Чурпай ялĕ пуррине район çыннисем те пурте пĕлместчĕç-ха нумаях пулмасть. Халĕ вара, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене Олег Николаев пурнăçлама тытăнни çинчен илтсен, вăл çуралнă ялпа кăсăкланакан нумайланчĕ.
АНЛĂ САРĂЛНĂ ЯТ
Чурпай ялĕ виçĕ район чикĕленнĕ вырăнта ларать. Юнашарах — Элĕк тата Етĕрне районĕсен ялĕсем. Пысăк мар вăл, 60-а яхăн кил çеç унта. Анчах çакă ялта ÿсекенсене пысăк ĕмĕтпе çунатланма чăрмантармасть. Тен, вуçех тепĕр май — пĕчĕк ял та сарлака çĕршывăмăршăн усăллă пуласса ĕнентерме хистет çеç. Анчах, шел те, ял шăпи паян кашнинех шухăшлаттарать. Кунта çултан-çул çын шучĕ чакать, пÿртсенче çутă сÿнет…
Чурпайра Олег — анлă сарăлнă ят. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Калама хĕн. Анлă сарăлнă пек туйăнакан Сашăсем те ун чухлĕ çук. Кашни икĕ кил урлă тенĕ пекех Олег пурăнать. Сăмах май, ку ят ĕçченлĕхпе тата пысăк энергетикăпа çыхăннă теççĕ антропонимистсем. Çапах кашни этем хăйĕн çулне хăй суйлать. Эппин, мĕнлерех пуçланнă-ха паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн çулĕ?
ЙЫВĂР АЧАЛĂХ
Кашни ача ашшĕ-амăшĕ çумĕнче телей курса ÿсмелле те… Анчах шăпа тĕрлĕрен килсе тухать. Хăшне-пĕрне пурнăç пĕчĕклех йывăрлăхпа тĕрĕслеме тытăнать. Олег Алексеевич колхоз ĕçченĕсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Алексей Тимофеевич машинăпа çÿренĕ. Автобуспа та ĕçленĕ. Анчах пĕррехинче… Инкек хăçан килессине нихăçан та пĕлеймĕн çав.
— Олег Яманкассинчи шкула 1-мĕш класа кайсан йăмăкĕ Люççа та унпа пынăччĕ, хăнăхмалла тенĕ пек, — аса илчĕ иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Нина Николаевна. — Питĕ савăннăччĕ хăй уншăн. Ăна татах килме чĕннĕччĕ. Мана: «Атя пĕрле», — терĕ. Кайнă-ши — астумастăп. Пĕррехинче иксĕмĕр анатран хăпараттăмăр, пире хирĕç Славкка пичче чупать. «Люççа, аçу вилнĕ! Ăçта çÿретĕн эсĕ;» — терĕ вăл хыпаланчăклăн. Алюш пичче вилнине пĕлни çав самантпа асра юлчĕ.
— Колхоз правленийĕ умĕнче пулнăччĕ ку, — хаш сывларĕ Олег Алексеевичăн инкĕшĕ Рена. — Çĕмрĕк машинине тин çеç юсаса рейса тухнăччĕ, нумай та чупаймарĕ — чĕри ĕçлеме чарăннă. Çав кун хăйне япăх туйнă вăл, анчах ĕçрен юлма юраман. 30 çулта çеçчĕ. Мăшăрĕшĕн питĕ пысăк хуйхă пулчĕ ку, макăрмасăр пĕр кун та ирттермен. Виçĕ ачапа пĕчченех тăрса юлчĕ. Олег 7-реччĕ. «Пичче çывăрать. Пичче çывăрать», — тетчĕ Нина тупăкра выртакан Алюш çине пăхса. Автобуспа ĕçленĕ чухне ачасене пĕрле лартса çÿретчĕ вăл. Олег, Люççа, Нина унран хăпма пĕлмен. Олег сăнĕпе ашшĕне пăхнă. Валя та, Олегăн амăшĕ, пенсие тухаймарĕ. Пĕр уйăх çеç юлнăччĕ — пурăнса çитереймерĕ, раштав уйăхĕнче вилчĕ. Çынсем Çĕнĕ çула хавасланса кĕтнĕ чухне ачасемшĕн вăл хурлăхпа асра юлчĕ. Пурнăç çăмăл пулман.
Алексей Тимофеевичпа Валентина Федоровнăна шăпа пĕрле нумай савăнса пурăнтарман. Апла пулин те мăшăр виçĕ ачана çут тĕнче парнелесе ĕлкĕрнĕ: Слава, Олег, Людмила.
АЛСИШ-НУСКИ ТЕ ÇЫХНĂ
Пурнăçĕ темĕнле йывăр пулсан та Олег ачасемпе хутшăнма пăрахман. Çуркунне ешĕл курăк курăнма тытăнсанах ялти вĕтĕр-шакăр çаран çине сурăхсене хăваласа тухнă. Ун чухне ачи-пăчи те йышлă пулнă, сурăхне те ытларах усранă. Мĕн тĕрлĕ кăна выляман-ши! Ял ача-пăча тата выльăх-чĕрлĕх сассипе янăраса тăнă. Колхоза та çÿренĕ, килте те ĕçленĕ.
Пахчара тракторпа ĕçлесси вăй илмен ун чухне. Çĕре лашапа сухаланă. Улăм ури тунă чухне Олег Алексеевич час-часах лавпа çÿренĕ. Унпа пĕрле ÿснисем вăл пĕр ĕçрен те пăрăнманнине аса илеççĕ. Ял пурнăçне интереслĕрех тăвас тесе çамрăксем май пур таран тăрăшнă, айккинчен пулăшасса кĕтсе ларман. Сысна ферминче, комплексра, АВМра ĕçлесе илнĕ укçипе клуб валли магнитофон, хут купăс тата ытти хатĕр туяннă. Олег Алексеевич те айккинче юлман. Сăмах май, пĕрле ÿснĕ тусĕсем вăл чăваш ташшине питĕ юратнине палăртаççĕ. Хут купăса тăсса такмаклама тытăнсан ури тÿрех тапăртатма пуçлать иккен.
— Ĕç урокĕнче нуски-алсиш çыхма маçтăрччĕ тата! — мăнаçлăн палăртрĕ пĕрле выляса ÿснĕ, пĕр класра вĕреннĕ Олег Баранов. — Эпĕ çыхассипе аппаланма юратмастăм, унăн вара лайăх пулатчĕ. Çурма тăлăх çитĕннипе те пĕтĕм ĕçе вĕренме тăрăшнă пулĕ. Колхоза та пĕрле çÿреттĕмĕр. Мĕн пĕчĕкрен пирĕн валли ĕç тупăнатчĕ унта. Хальхи ачасене çапла ĕçлеттер-ха! Салтака кайса килсен Мордовине пÿрт тумашкăн çÿреме тытăнтăмăр. Ун хыççăн хулана çул тытрăмăр. Хĕрсемпе калаçма та пĕрле каяттăмăр! Таврари ялсене утма та ÿркенмен. Халĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма лартрĕç те уншăн савăнатпăр. Ялти пурнăç лайăхланасса шанас килет.
ШКУЛА КАЙИЧЧЕН ЧУПМА ТУХНĂ
Иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Нина Николаевна аса илнĕ тăрăх, Олег Алексеевич пĕчĕк чухнех спортпа туслă пулнă. Ирхи 6 сехетре чупма тухнă, Ямаш вăрманĕ таранах çитнĕ. Унтан çи-пуçне улăштарса шкула васканă. Аслашшĕн килĕнче кире пуканĕ те, гантель те пулнăран ун патне тăтăшах çÿренĕ, вăй-хала çирĕплетме тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçланă. Хĕлле вара йĕлтĕрпе чупнă. Ăмăртусене хутшăнса та час-часах палăрнă.
— Вăл манран 3 çул аслă, кĕçĕн классенче Яманкассинчи пуçламăш шкула пĕрле çÿреттĕмĕр. Кайран 5-мĕшне куçса Çĕнĕ Атикассине çÿреме пуçларĕ те пирĕнпе, вĕтĕр-шакăрпа, кăсăклă марччĕ ĕнтĕ ăна. Унăн — хăйĕн юлташĕсем, пирĕн хамăрăн ушкăн, — йăл кулчĕ Нина Николаевна ачалăхри саманчĕсене куç умне кăларнă май.
Пĕр-пĕрин патне телевизор курма çÿресси тĕлĕнтермĕш пулман ун чухне. Нина Николаевна аса илнĕ тăрăх, Хветĕр куккăшĕ ял вĕçĕнчен час-часах футбол матчне пăхма хăпарнă. Унпа пĕрлех Олег Николаев та çитнĕ. Спортсменсем мечĕк хăваласа чупнине куç хĕррипе сăнанă вăхăтра вĕсем шашкăлла е шахматла вылянă, пĕчĕк Нинăна та ăс-хакăл вăййине хăнăхтарнă.
— Хăнасем килеççĕ тесе кашни каç кăмака хутса ăшăтаттăмăр, какао вĕрететтĕмĕр, — терĕ Нина Николаевна. — Вĕсем çĕрлечченех ларатчĕç тепĕр чухне, эпĕ çывăрсах каяттăм. Олег мана урок тума та пулăшатчĕ. Пире, ял ачисене, вырăс чĕлхине вĕренме çăмăлах марччĕ. Вĕрентекен йывăр тема паратчĕ те сочинени çырма калатчĕ. Олег вара кĕнеке нумай вулатчĕ, тăрăшса вĕренетчĕ, темĕн те пĕлетчĕ. Вăл пулăшасса яланах шанма пулать.
НИМĔÇЛЕ ПĔЛНИ ГЕРМАНИРЕ САВĂНТАРНĂ
Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче 8 класс вĕренсе пĕтерсен Шупашкара çул тытнă Олег Алексеевич. Строительство техникумĕнче те вăл спортра хастар пулнине асăрханă: чупассипе тăтăшах тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă, хула турнирĕсенче яланах мала тухнă. Çакă ăна каярахпа пысăк çынсен пурнăçне хуралланă çĕрте ĕçлеме те витĕм кÿнĕ.
Хулара вĕреннĕ вăхăтра канмалли кунсене яла килсен пăру фермине хăпартма хутшăннă — вăхăта ахаль ирттермен. Хăш-пĕр ача пек ашшĕ-амăшне шанса ларайман-çке.
Олег Николаев шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнă. Икĕ предметпа çеç «4» пулнă унăн, пĕри — нимĕç чĕлхи. Апла пулин те ял ачисемпе танлаштарсан çак предметпа вăл питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Кайран, чăнах та, кирлĕ пулнă ку. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтра ăна Германие янă, нимĕçле лайăх пĕлнĕшĕн хавхалантарса пысăк укçа панă.
Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче халĕ Олег Николаев вĕреннĕ чухнехи пек мар ĕнтĕ. Унчченхи учительсем те юлманпа пĕрех. Çапах пурте кайса пĕтмен-ха. Ăна сăпайлăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн, хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлнишĕн халĕ те мухтаççĕ. «Ача чухне амăшне ĕне суса пулăшма та ÿркенместчĕ», — аса илчĕ Алевтина Алексеева вĕрентекен.
Олег Алексеевич тăван шкула манмасть. Çавра çулсене те, пĕрле вĕреннисен тĕлпулăвĕсене те пырса çÿрет, вĕрентекенĕсем патне килне кĕрсех калаçма май тупать.
МУСКАВА ХĔРЕС ХУРСА ĂСАТНĂ
Йăхĕ — ăслă та тăрăшуллă. Олегăн аслашшĕ Мускаври Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне икĕ хутчен кайнă, унтан пурçăн кĕпепе таврăннă. Çак хисепе вăл колхозри ĕçĕ-хĕлĕшĕн тивĕçнĕ. Тимухха мучи тăрăшнипе пур путек те чĕрĕ-сывă çитĕннĕ, сурăх çăмĕ пуçтарассипе колхоз мала тухнă. Куншăн çемье питĕ савăннă. Çав çулсенче инçе çула кайсан таврăнайманнисем те пулнă-çке. Кам пĕлет — тем кĕтет унта; Олегăн аслашшĕне те асламăшĕ хĕрес хурсах ăсатнă, çĕрĕпе куç хупмасăр кĕтсе пурăннă. Вăл вара çапларах чаплă парнесемпе таврăннă. Асламăшĕ те ахаль çын çемйинчен пулман — лавккаçă хĕрĕ.
Олег Николаев халĕ — 5 ача ашшĕ. Аслă ывăлне хăйĕн пекех Олег ят панă. Мускаври Суворов училищинче вĕренет вăл. Тăва-нĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Олег Алексеевич яланах ачисене çĕршывăмăрăн тĕп хулинче вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн тĕллевĕсенчен çакна пурнăçланă та ĕнтĕ вăл.
«Олег кĕнеке нумай вулатчĕ, тăрăшса вĕренетчĕ, темĕн те пĕлетчĕ. Вăл пулăшасса яланах шанма пулать».
Алиса ДЕРСТУГАНОВА,
Çĕнĕ Атикасси шулĕнчи математика вĕрентекенĕ:
— Эпĕ вĕсене 7-мĕш класра вĕрентрĕм. Класĕпех тăрăшуллăччĕ, юрататтăм вĕсене. Чылайăшĕ «4» тата «5» паллăсем çеç илетчĕ. Олег та вĕсен шутĕнчеччĕ, унăн «4» сахалччĕ. Уйрăмах геометрие лайăх пĕлетчĕ вăл. Ĕнентермелли хăнăхтарусене пурнăçласси лайăх пулатчĕ. Апла пулин те питĕ сăпайлăччĕ. Ун чухне пирĕн ачасем шкул пурнăçĕпе питĕ интересленетчĕç. Тăрăшсах концертсем лартатчĕç. Тимуровецсен командисене хутшăнатчĕç. Обществăпа производство ĕçĕ пурччĕ: ачасен вăйĕпе вутă татса, çурса, шкул кăмакисене хутса пурăнаттăмăр. Эрнере 4 сехет ĕçлеттĕмĕр. Ачасем турткалашса тăман, Олег та çав ĕçсене тăрăшсах хутшăнатчĕ. Вăл пĕчĕклех ашшĕсĕр юлчĕ, амăшĕпе çитĕнчĕ. Ун пек пулсан та вăл тăлăх пулни курăнман: лайăхах тăхăнса çÿретчĕ, тăрăшса вĕренетчĕ. Ăна тăлăх тесе никам та кÿрентермен. Вăл хăй те общество мероприятийĕсене хутшăнатчĕ. Тимуровецсен команди уйрăмах лайăх ĕçлетчĕ пирĕн. Олег пионер организацийĕнче те хастарччĕ.
Олег ПЕТРОВ,
тантăшĕ:
— Олегпа 1-мĕш класран пуçласа 8-мĕшчен пĕрле вĕрентĕмĕр. Пурнăç вĕресе çеç тăратчĕ пирĕн. Вăл питĕ лайăх вĕренетчĕ. Октябренока кĕрсен звеньевой та пулчĕ. Çак тивĕçе мĕншĕн шанса пачĕç-ха ăна? Мĕншĕн тесен шкулта вĕреннĕ чухнех унăн лидер паллисем пурччĕ. Тата çирĕп астăвăмĕпе тĕлĕнтеретчĕ, пĕтĕмпех лайăх астуса юлатчĕ. Кăткăс примерсене скобка уçмасăрах ăсра шутлатчĕ. Çирĕп тĕллевлĕччĕ, палăртса хунине яланах пурнăçлама тăрăшатчĕ. Ун чухне карате модăна кĕнĕччĕ. Пур арçын ача та, хăш-пĕр хĕрача та, пĕр-пĕринчен каратене вĕрентекен текстсене çыра-çыра илетчĕ. Пирĕн класра Олег çеç çак искусствăна алла илейрĕ. Ăна пĕлнĕ май вăл республикăна ура çине тăратаять пулĕ тетĕп.
Лариса ПЕТРОВА.