Тĕп тĕллев — яла аталантарасси

Çулсерен çулталăк пуçламăшĕнче районти ялсенче граждансен пухăвĕсене ирттересси — йăлана кĕнĕ пулăм. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăха иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштараççĕ, укçа-тенке ăçта тăкаклани çинчен каласа параççĕ, ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яваççĕ, малашнехи плансене палăртаççĕ. Çак кунсенче çакăн пек пухусем Тукай ял тăрăхĕнче иртрĕç.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнче граждансен пухăвне сăвă-юрăпа уçрĕç. Кăçал эпир Асăнупа Мухтав çулталăкне паллă тунă май, чи малтанах пухура ĕçпе вăрçă ветеранĕсене юбилей медалĕпе чысларĕç. Шел пулин те, вĕсенчен нумайăшĕ пухăва пырайман: çулĕсем чылай пулнине кура тухса çÿреме çăмăлах та мар пулĕ. Çавна май вĕсен çывăх тăванĕсем наградăна тухса илчĕç, киле çитсенех ветерансене чыслама шантарчĕç.
Тукай ял тăрăхĕ — районти чи пысăк ял тăрăхĕсенчен пĕри. Вăл 6 яла пĕрлештерет. Паянхи куна ял тăрăхĕ пурĕ 1166 хуçалăхран тăрать, вĕсенче 2576 çын пурăнать. «Пирĕн тĕп тĕллев — яла социаллă аталантарасси, тирпей-илем кĕртесси, ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатасси. Тĕп пуянлăх — ял çыннисем. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр те», — палăртрĕ Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева. Пурăнмалли условисем лайăхлансах пынине пула-и, ял тăрăхĕнче 90—100 çул таран пурăнакансем йышлăланнă. Ку, паллах, савăнтарать. Çав вăхăтрах çамрăк çемьесем ялсенче тĕпленесшĕнех мар. Çавна май пĕлтĕр çулталăкĕпе ял тăрăхĕнче 11 ача çеç çут тĕнчене килнĕ.
Йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланни чи малтанах хамăршăн, тетпĕр. Çакна асра тытса ял поселенийĕнче çулсерен чылай ĕç туса ирттереççĕ. 2019 çулта ку енĕпе тунă чи пĕлтерĕшлĕ ĕç вăл — йăлари хытă каяшсене пуçтармалли контейнер площадкисем туни, вĕсене контейнерсем вырнаçтарса лартни. Хыт каяшсене турттарса тухас енĕпе Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакансем кăмăлсăрланнине палăртмарĕç. Эппин, ку ĕç лайăх пурнăçланса пырать. Апла пулин те, хăш-пĕрисем çак пулăшушăн укçа тÿлеме хатĕр мар-ха. Çак ыйту çине çывăх вăхăтра пысăк тимлĕх уйăрма шантарчĕ Ольга Петровна.
Пухăва çавăн пекех тĕрлĕ сферăсенчи специалистсем те хутшăнчĕç. Ял тăрăхĕн полицин участковăй уполномоченнăйĕ Илнур Гайнетдинов, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн специалисчĕ Вера Сумзина, районти социаллă пулăшу паракан центрăн специалисчĕ Ирина Долгова тата ыттисем те тĕрлĕ çивĕч ыйтăва уçăмлатрĕç, ял халăхне хумхантаракан самантсене пăхса тухрĕç.
Ял çыннисем, паллах, туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăмаççĕ, кăçалхи плансем те курăмлă. Тĕслĕхрен, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă салтаксене асăнса çĕнĕ палăк лартасшăн, Çĕнĕ Мăратра ача-пăча площадки вырнаçтарасшăн, Тăманлă Выçлире пĕр урама чул сарасшăн… «Ял çыннисем пур ĕçе те хастаррăн хутшăнасса, яланах пулăшу пама хатĕр пуласса шанатăп. Килĕштерсе ĕçлесен ÿсĕмсем пулаççех», — пĕтĕмлетрĕ Ольга Андреева.
Вутлан ялĕнче пурăнакансем те районти специалистсемпе тĕл пулчĕç. Чи малтанах ялти хисеплĕ çынсене Василий Петрович Зверев вăрçă ветеранне, Анфиса Михайловна Морозова тата Иван Петрович Белкин — тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ ятпа паракан юбилей медалĕсемпе чысларĕç. Вăрçă нушине чăтса ирттерсе çĕршывăн çутă малашлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ ватăсем хăйсене чыс тунăшăн хĕпĕртенине пытармарĕç, хальхи ăрăва мирлĕ пурнăçпа пурăнма сунчĕç. Пухăва малалла тăснă май Ольга Петровна ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, 2019 çулта туса ирттернĕ мероприятисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. 2020 çулта пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене уçăмлатса пачĕ. Çавăн пекех Ольга Петровна ял «ватăлни», пурăнман çуртсен шучĕ çултан-çул ÿссе пыни çинче чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин иртнĕ канмалли кунсенче районта икĕ хуçалăхра «хĕрлĕ автан» алхасни пирки пĕлтерчĕ, кĕскен республика шайĕнчи статистикăпа паллаштарчĕ. Хальхи саманара кил-çуртра пушар ытларах чухне электричествăпа асăрханусăр пулнипе, электропроводкăсене йĕркине пăхăнса вăхăтра улăштарманнипе тата мунча кăмакисене ăсталанă тата хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе алхаснине каларĕ.
Февралĕн 12-мĕшĕнче Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ тата икĕ ялта — Тăманлă Выçлире, Тукайра — пуху йĕркелерĕ. Паллах, пысăк хуçалăхра ĕçĕ те, татса памалли ыйтусем те нумай. Ольга Петровна туса ирттернĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвне тата 2020 çулта пурнăçлама палăртнă мероприятисен планне ял çыннисем патне çитерчĕ. Тăманлă Выçли тата Тукай ялĕсенчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ ятпа халалланă концертпа килентерчĕç. Асăннă поселенире 30 тыл ĕçченĕ тата пĕр вăрçă ветеранĕ пурăнать. Культура çуртне çитме вăй çитернĕ ветерансене юбилей медалĕсемпе чысларĕç. Районтан килнĕ специалистсем — Д.Галкин, И.Белобаева, И.Ефремова, В.Сумзина, И.Долгова, Ю.Ананьева халăха интереслентерекен ыйтусене хускатса туллин хуравларĕç. Ялта пурăнакансене мĕн кăсăклантарать-ха: хыт-каяшсене илсе тухасси, медицина пулăшăвĕ илесси, пушартан асăрханасси тата ытти те. Пĕрле пухăнса калаçни, ялта пурăнакансен ыйтăвĕсене уçăмлатни чăннипех те паха.

Н.КАЛАШНИКОВА,
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *