Ĕçре ĕмĕр иртни сисĕнмест

— Паян мĕн çыраççĕ-ши хаçатра? Районта мĕн пулса иртнĕ-ши? Вăхăчĕ çеç лăпкă пултăр, мирлĕ пурăннине нимĕн те çитмест, — калаçрĕ Анфиса аппа «Каçал ен» хаçатăн çĕнĕ номерне алла илнĕ май. 9 теçетке çула хыçа хăварса çак кунсенче юбилей кĕрекине ларакан кинемей район хаçатне çулсерен çырăнать, куçлăхсăрах вуласа районта мĕн пулса-иртнипе паллашать. Вăхăтĕнче темĕнле нуша та курнăскер, паянхи лăпкă, ытлă-çитлĕ пурнăçпа савăнса пурăнать.
Анфиса Морозова Вутлан ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Ашшĕ Михаил Денисович колхозра вăй хунă, пĕр хушă «Интернационал» колхозăн председателĕнче те ĕçленĕ. Амăшĕ те çак хуçалăхра ырми-канми тар тăкнă.
— Ун чухне пирĕн ял Йĕпреç районне кĕнĕ. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ çынсем колхозра вăй хунă. Чăвашсемпе пĕрлех вырăссем те, тутарсем те, ирçесем те, ытти халăх çыннисем те ĕçленĕ. Çавăнпах ĕнтĕ колхоза «Интернационал» ят панă та. Вутлан ялĕ 1928 çулта пуçланса кайнă. Эпĕ шăпах çак тин чăмăртаннă ялта çут тĕнчене килнĕ те, — кăмăллăн пуплет кинемей.
Çемьере 7 пĕртăван пулнă. Пурте вĕсем мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă, çынран юлас мар тесе хирте пуç çĕклеми тăрăшнă, кил таврашĕнче те пур ĕçе туслăн пурнăçланă. Ирсĕр фашистсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕни çемьене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ, Анфисăн ашшĕ те, пиччĕшĕ те вăрçа тухса кайнă. Юнлă вăрçă хирĕнчен киле ыррăн-сыввăн таврăнма Турри пÿрмен вĕсене.
Вăрçă вăхăтĕнче ача çулĕнчен те иртмен пулсан та, Анфисăн çитĕннисенчен кая мар ĕçлеме, йывăр ĕçре пилĕк авма тивнĕ.
— Хамăр ял таврашĕнче окопсем чавма çÿренĕ. Килте арçын пулман та, хамах вăкăр кÿлсе çĕрулми, тырă турттараттăм. Алăпа тырă акнă, çурлапа вырнă. Ачасем те çитĕннисемпе танах ĕçе кÿлĕннĕ, — куççульпе аса илет Анфиса Морозова иртнĕ кунсене.
Апат-çимĕç çителĕксĕр пулнипе хире крахмал пуçтарма çÿренĕ вĕсем. Тăхăнмаллисем те пулманран çулла çаруранах çÿренĕ. Каçхине ачасем амăшĕпе пĕрле çăпата хуçнă, çăпата кантри явнă, кĕнчеле арланă, пир тĕртнĕ. Вăрçă чарăннă чухне Анфиса 15 çулта пулнă. Урамра: «Вăрçă чарăннă!» — тесе кăшкăрса иртнине илтсен мĕн тери савăннине вăл халĕ те ас тăвать. Амăшĕ вара: «Вăрçи чарăннă пуль те, пирĕн арçынсем вилнĕ вĕт-ха», — тесе макăрни унăн чĕрине ĕмĕрлĕхех суран пулса кĕрсе ларнă.
Çитĕнсе çитсен хĕр Мускав облаçĕнчи Электросталь хулине ĕçлеме кайнă, темиçе çул çар заводĕнче вăй хунă. Йăмăкĕсем пĕрин хыççăн тепри ăшă йăваран салансан, Анфиса амăшне пăхса пурăнма яла таврăннă. Пурăна-киле Вăрманхĕрри Чурачăк каччипе пĕр çемье çавăрнă, амăшне пĕччен хăварас мар тесе çемйипе Вутланти тăван килĕнчех тĕпленсе пурăнма тытăннă. Мăшăрĕ Владимир Васильевич ĕмĕрне «Заря» колхозра ĕçлесе ирттернĕ: бригадир та, конюх та, выльăх пăхакан та пулнă. Анфиса аппа та колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.
— Мăшăрăм бригадир пулнă май, хамăра валли çулсерен 3-шер пай илеттĕмĕр. Вĕсем çинче çемйипех пилĕк авнă. Ачасем те мĕн пĕчĕкрен çăвĕпе хиртен кĕме пĕлмен, май килнĕ таран пулăшнă, — каласа парать кинемей.
Тăрăшса ĕçлесе вăл чылай хутчен хисепе тивĕçнĕ. Унăн килĕнче «Хисеп Палли» орден, «9-мĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ» паллă, вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн панă юбилей медалĕсем, II-мĕш степеньлĕ Ача амăшĕн медалĕ типтерлĕн упранаççĕ. Çавăн пекех вăл —1974 çулхи социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи, ĕç ветеранĕ.
Морозовсем 5 тĕпренчĕкне кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, кил хуçи те, икĕ ывăлĕ те паянхи кун пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тепĕр икĕ ывăлĕ хулара тĕпленнĕ, хĕрĕ Валентина вара тăван ялтах, кÿршĕ урамра пурăнать, амăшне тимлесех тăрать. Кинемей 8 мăнукпа тата мăнукĕсен 10 ачипе савăнса пурăнать. Çулне кура мар харсăр вăл, ĕçсĕр пĕрре те ларса тăрасшăн мар. Анфиса аппа халĕ те çăм арлать, çыхать, кăмака хутса çăкăр, кукăль, шаркку пĕçерет, мунча та хăех хутса кĕрет. Çуллахи вăхăтра пахчана çумран тасатма та тухать вăл. «Çĕрулми те лартмасан манăн вара çулла мĕн ĕç тăвас?» — тесе калать кинемей.
— Халĕ лайăх пурăнатпăр: апат-çимĕçĕ темĕн те пур, тăхăнмалли лавккара туллиех, пÿрчĕ-çурчĕ газпа ăшăнать, пенси укçи килех килсе параççĕ. Пурнăçĕ лайăх — анчах хам ватăлтăм. Ачамсене, мăнуксене, вĕсен ачисене ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, ытлă-çитлĕ пурăнма пехиллетĕп. Телейлĕ пулччăр вĕсем, — тет Анфиса аппа.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *