2020 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Хушăвĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама Олег Николаева çирĕплетнĕ.
Январĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă. Унта федераци органĕсен регионти уйрăмĕсен ертÿçисем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем, обществăлла организацисен представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăннă.
КĔСКЕН:
Олег Алексеевич Николаев 1969 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. Вăл — Раççейри патшалăх тата политика деятелĕ, 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн VII созыври Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ.