РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвĕнче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен 3—7 çулсенчи ачасем валли çĕнĕ пособи вăя кĕртме сĕннĕ. Ăна çемьери кашни çын çине лекекен тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан илме пулать. Малтанлăха ку пособие республикăри пурăнмалли чи пĕчĕк виçен çурри чухлĕ тума палăртнă.
«Хальхи вăхăтра çак пособипе çыхăннă нормативлă актсене хатĕрлеççĕ. Ача 7 çул тултариччен пособи илсе тăма декабрĕн 31-мĕшĕччен социаллă хÿтлĕх пайне документсем тăратсан çак пулăшăва малтанхи уйăхсемшĕн те тÿлесе татаççĕ. Мĕнле документсем кирли хальлĕхе паллă мар, çакă ятарлă нормативлă актсем йышăннă хыççăн çеç паллă пулĕ. Çавна май районти социаллă хÿтлĕх пайĕ 3—7 çулсенчи ачасене валли пособи тÿлеме документсем йышăнма пуçламан-ха», — пĕлтерчĕç специалистсем.