Пятница, 27 января

Эрех ĕçрĕн – руль умне ан лар

Эрех ĕçрĕн – руль умне ан лар

Çул çинчи аварисен шутне чакарас, ÿсĕрле руль умне ларассинчен асăрхаттарас, çул çине тухакансен пурнăçне тата сывлăхне упрас тĕллевпе РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ час-часах ятарлă рейдсем ирттерет. Çак тĕллевпех январĕн 24—26-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Ÿсĕр водитель» профилактика мероприятийĕ иртет. Çак кунсенче ГИБДД ĕçченĕсем тран-спорт хатĕрĕсен рулĕ умĕнче ларакансене чарса вĕсем алкоголь шĕвекĕсене ăша янине тĕрĕслеççĕ.
Водительсене тепĕр хут асăрхаттаратпăр: эрех-сăра сыпнă хыççăн руль умне ларма юрамасть. Çакă хăрушă авари патне илсе çитерме, ун вăхăтĕнче вара çул çине тухнă ытти çынсен сывлăхĕ сиенленме е пурнăçĕ татăлма та пултарать. Çул-йĕр правилисене пăхăнăр, çулăр такăр пултăр.
П.РУБЦОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *