Пятница, 27 января

РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва хаклаççĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва хаклаççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов:
«Президент хăйĕн çулсерен яракан Çырăвĕнче яланхи пекех Раççей аталанăвĕнчи тĕп енсене палăртрĕ. Тĕп вырăнта — çĕршывăн социаллă аталанăвĕ, граждансен пурнăç пахалăхне ÿстересси.
Çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшакан мерăсене уйрăммăн палăртса хăварас килет. Çапла халĕ амăшĕн капиталне çемьере пĕрремĕш ача çуралсанах парĕç, сахал тупăшлă çемьесене ача 7 çул тултаричченех пособи тÿлĕç, ачаллă çамрăк çемьесем çăмăллăхлă ипотека кредичĕпе усă курма пултарĕç, вĕренÿ тытăмĕ лайăхланĕ, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче бюджет вырă-нĕсем нумайланĕç. Çакă ача çуратассине ÿстерĕ çеç мар, çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, лайăх професси суйласа илме майсем туса парĕ.
Владимир Владимирович пурнăçăн пур сферине те аталантарма тĕллевсем лартрĕ. Улшăнусене эпир хамăр районта та туятпăр. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — граждансен пурнăçне лайăхлатса пырасси, пурнăç шайне ÿстересси. Пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç эпир плансене пурнăçа кĕртме, çĕршыва аталантарма пултаратпăр».

Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ
Юрий Лукиянов:
«Ку Çыру пирĕншĕн пуриншĕн те 2020 çулхи ĕç валли тĕп документ пулса тăрать. Вăл çĕршывăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕн тĕп енĕсене палăртать. Çак Çырура экономикăн пур отрасльне те аталантарма, халăхăн тупăшне ÿстерме, пурнăç пахалăхне лайăхлатма май паракан енсем çинчен каланă. РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăçа ăнăçлăн кĕртессе шанатăп. Ялсенче пурăнакансем ĕçчен те пултаруллă, вĕсем хăйсен ĕçне пур кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Çакă, паллах, пире малтан мала ăнтăлма пулăшать те».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *