Пятница, 27 января

Камсен диспансеризаци тухмалла

Камсен диспансеризаци тухмалла

Маларах диспансеризацие 18 тултарнă çамрăксенчен пуçласа ватлăх çулне çитнĕ граждансем хутшăннă.
Тÿлевсĕр диспансеризацие, ÿсĕме пăхмасăр, çăмăллăхлă категорири çынсем — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем, суран илнĕ çар ĕçĕсен участникĕсем, «Блокадăри Ленинградра пурăннă çын» паллă илнисем, концлагерь узникĕсем тата ыттисем те.çулталăкра пĕрре тухма пултарнă.
Çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн, 18— 39 тултарнисем хăйсен сывлăхне 3 çулта пĕрре тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ, 40 тата аслăрах ÿсĕмри çынсем — çулталăкра пĕр хут. Çав вăхăтрах 18—39 тултарнисен ушкăнĕ сывлăхне кашни çулах врачсене профилактика майĕпе пăхтарма пултарать. Çăмăллăхри категорири çынсем диспансеризаци тухмалли йĕрке ылмашмасть.
Çапла вара, 2020 çулта диспансеризацире çак çулсенче çуралнисен: 2002, 1999, 1996,1993, 1990, 1987, 1984, 1981,1980, 1979, 1978, 1977, 1976, 1975 тата ыттисен сывлăхне тĕрĕслеттермеллех.
Диспансеризаци тухма, сывлăха профилактика майĕпе тĕрĕслеттерме поликлиникăри 10-мĕш пÿлĕме 8.00—15.42 сехетре ĕç кунĕсенче, шăматкун терапевт патне йышăну вăхăтĕнче каймалла.

Н.АЛЯКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *