Уяв – ачасене пĕрлештерет

Раштав — Христос çуралнă кун /Рождество Христово/ — пĕтĕм христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри. Православи тĕнне тытса пыракансем Раштава январĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ.
Христиансем пурте çак уява питĕ кĕтеççĕ. Çак кун тĕнчере чи паллă çын — Христос — çуралнă. Вăл тĕнче историне улăштарнă, пĕтĕм этемлĕхе чăн Турă патне çул уçса панă.
Пысăк та сăваплă уява тĕпе хурса районта кашни çулах «Вознесения Господня» чиркÿре Раштав елки тата «Свет Рождества» фестиваль йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи уяв январĕн 8-мĕшĕнче иртрĕ. Вăл çÿллĕ шайра пулчĕ. Чи малтанах районти культура ĕçченĕсем чиркĕве пухăннă ачасем валли елка ирттерчĕç. Хĕл мучипе Юр пике те килсе çитрĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Унтан вара пурте вырсарни шкулне пухăнчĕç. Уява килсе çитнисене Канаш епархийĕн 3-мĕш округри благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, тăнăçлăх сунчĕ.
Асăннă фестивале ача садне çÿрекенсенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнни чăннипех те савăнтарать. Вĕсем залра ларакансене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç, юмахсем лартрĕç. Фестивале районти чылай коллектив килсе çитме пултарчĕ. Комсомольски салинчи, Аслă Çĕрпÿел, Тукай ялĕсенчи чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕсен воспитанникĕсем, Комсомольски 1-мĕш, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Çĕнĕ Мăрат, Асанкасси, Нĕркеç вăтам, Хырхĕрри тĕп шкулĕсен вĕренекенĕсем фестивальте хастар пулчĕç. Кунта вара вĕсене ертсе пыракан педагогсене палăртса хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп: И.В.Спиридонова, Е.В.Федотов, С.Г.Орлова, Т.В.Тихонова, Е.Н.Курицына, Т.В.Салаева, В.М.Салаев, Т.Н.Сапожникова, Л.Г.Белкова, А.П.Боровкова, А.Н.Албутова, И.Г.Панкова, О.П.Григорьева. Шăпах вĕсем ачасене тĕн юррисем юрлаттараççĕ, уява хатĕрлеççĕ.
Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Пĕринчен тепри илемлĕ юрлаççĕ, кашни юрă чĕрене пырса тивет. Курма килнисем те çакна пĕрре кăна мар палăртрĕç.
Уявра чи маттур юрлакансене, «Юмах», «Ÿкерчĕксем» номинацире çĕнтернисене парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Раштав уявне çакăн пек çÿллĕ шайра йĕркелени чăннипех те пархатарлă. Ачасем, вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашаççĕ, православи тĕнĕн юррисене юрлаççĕ, ыттисен çепĕç сассисене итлесе савăнаççĕ. Фестивале йĕркелекенсене ашшĕ-амăшĕ, педагогсем чĕререн тав турĕç.
«Свет Рождества» фестивалĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Вăл кашни çулах ачасене пуçтартăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *