Четверг, 25 апреля

Малти вырăнсене йышăннă

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта автомоделировани спорчĕпе тата бронетанк техникин радиотехника мелĕсемпе тытса пыракан автомоделĕсен республика ăмăртăвĕсем иртнĕ. Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсем вĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.
Автомоделировани спорчĕн «RC DRIFT» класĕнче Даниил Маргиданов — 2-мĕш вырăна, Борис Маштанов 3-мĕш вырăна тухнă. «Кольцевые гонки» номинацире Даниил Маргидановпа Борис Маштановăн моделĕсем 2-мĕш вырăнта пулнă. «Танк биатлонĕ» номинацире Даниил Маргиданов — 1-мĕш вырăна, Борис Маштанов 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене чун-чĕререн саламлатпăр.

В.САЛАЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *