Спортпа туслă çын нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçне усмасть. Спортсăр пĕр кун та пурăнайман çынсем пирки илтнĕ-и эсир? Вĕсенчен пĕринпе паян паллаштарăп.
Кирилл Денисов Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренет. Маттур яш чупать, хĕлле хоккей лапамĕнче вылять, йĕлтĕрпе ярăнать. Унсăр пуçне ишекенсен секцине çÿрет, баскетбола юратать, волейболла вылять.
Кирилăн спортри çитĕнĕвĕсем пысăк, вăл — малтисен ретĕнче. Районти ăмăртусенче яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнăран, республика тата унăн тулашĕнчи ăмăртусене те вăл пайтах хутшăнать. Ăнтăлни, малтан малта пулма тăрăшни те хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарать. Кирилл кăçал Крым республикинче иртнĕ спорт фестивальне хутшăннă. Октябрĕн 18-мĕшĕпе ноябрĕн 4-мĕшĕсенче Крымра, «Артек» кану лагерĕнче шăпах шкулта вĕренекенсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» нормативĕсен спорт фестивалĕ иртнĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма республикăри чи маттур та хастар яшсемпе хĕрсене суйласа илнĕ. Кирилл вĕсенчен пĕри пулнă.
Çамрăк каччă каласа панă тăрăх, фестивале Раççейри 650 çамрăк спортсмен хутшăннă. «Артекра» вĕсем ăмăртусенче тупăшма та, пĕр-пĕринпе паллашма та, тĕрлĕ тĕлпулусене хутшăнма та ĕлкĕрнĕ.
— Артекра канма кашни ача ĕмĕтленет пулĕ тесе шутлатăп. Эпĕ те унта кайса курма тахçанах ĕмĕтленнĕ. Кăçал вара спорт фестивальне хутшăнма тивĕçнĕрен, ăна пурнăçлама май килчĕ. Эпир спортăн ултă тĕсĕнче тупăшрăмăр: тĕрлĕ дистанцисене чупрăмăр, ишрĕмĕр, электронлă хĕç-пăшалтан петĕмĕр, туртăнтăмăр, мечĕке инçерех ывăтрăмăр. Пирĕн команда чупса 4-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, ишсе 1-мĕшсем пултăмăр. Фестивале 85 команда хутшăннине шута илсессĕн, кăтартусемпе савăнатпăр, — терĕ мал ĕмĕтлĕ яш.
Кирилл Денисова Крыма çитсе килни ăмăртусене татах та тĕплĕнрех хатĕрленме, малтан малта пулма хăпартлантаратех тесе шутлатăп. Вăл кашни кун тенĕ пекех «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче вăй-халне çирĕплетет, Нежеметдин Сахров ертсе пыракан секцие хаваспах çÿрет. Вĕсем бассейнра ишеççĕ, ăмăртусене хатĕрленеççĕ. Тăрăшни сая каймасть. Маттур яшăн ишес енĕпе те Дипломсемпе Хисеп грамотисен шучĕ çук.
Шкулта Кирилл аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Чи юратнă предмет паллах уншăн — физкультура. Спортри пирвайхи утăмсене тума ашшĕ Владимир хавхалантарса пынă, пырать те. Физкультура учителĕ Виталий Автономов спортпа ытларах туслаштарнă. Хастар яша малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума, ăмăртусенче хастар пулма сунатпăр.
А.АНТОНОВА.