Тирпейлĕхе хăнăхма йывăр-ши?

Тавралăха тирпей-илем кĕртесси пирки нумай калаçатпăр, хаçатра та тăтăшах çыратпăр. Унсăр пуçне тата мĕн чухлĕ ĕç туса ирттереççĕ.

Юлашки вăхăтра граждансен пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен программăсемпе çеç районта мĕн чухлĕ ĕç пурнăçларĕç. Ял тăрăхĕсенче спорт площадкисем, çÿп-çап тăкмалли вырăнсем хута ячĕç, масарсене тирпейлерĕç, çĕнĕ картасем тытрĕç, юсав ĕçĕсем ирттерчĕç, урамсенче çулсем те сахал мар сарчĕç. Яланах тирпейлĕ те хитре пурăнмалли пирки калаçатпăр. Анчах та çакна пурте ăша хывмаççĕ пулас. Çак кунсенче пĕр сăнÿкерчĕк кăмăла хуçрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çывăхĕнчи тăкăрлăкра, плотина патне илсе çитерекен çул çинче, панулми йывăççисене каснă туратсен куписем выртаççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех уйрăм хуçалăхран тухнăскерсем вĕт. Çак ĕçе çывăхра пурăнакансемех тунă пулĕ тесе шутлатпăр. Панулми йывăççисене каснă та кунта килсе пăрахнă. Каснă йывăç тураттисене мунча каланкинче, выльăх апачĕ пĕçерекен кăмакара çунтарма çук-ши? Тăван тавралăха, хамăр пурăнакан вырăна çакăн пек варалани питĕ килĕшÿсĕр. Тирпейлĕхе хăçан хăнăхăпăр-ши? 
А.МИТИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *