Пысăк опытлă сотрудник

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче тăрăшуллă та маттур сотрудниксем ĕçлеççĕ. Опытлă ĕçченсем çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Акă, çак уйрăмра чылай çул тăрăшакан Андрей Марин та куллен ĕçе васкать. Участокри уполномоченнăй пулнă май, кунсерен тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет унăн. Ял çыннисемпе тĕл пулмалла, саккуна пăснă çынсемпе калаçмалла. Полици сотрудникĕ хăйĕн ĕçне чăн та юратать. Мĕн пĕчĕкренех Андрей Валерьевич право хуралĕн ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ.
Комсомольски ял тăрăхĕн участокри аслă уполномоченнăйĕ Андрей Марин ялсенче пурăнакансемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Çавна май вăл вырăнти çынсене кашнине паллать, вĕсен шухăш-кăмăлне те аван пĕлет. Халăха алă тупанĕ çинчи пек курса тăни ăна кулленхи ĕçре самай пулăшать. Çапах та йĕркене пăсакансем тупăнаççех.
— Андрей Валерьевич тăрăшуллă, дисциплинăна çирĕп пăхăнакан, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан çын. Вăл — çирĕп чунлă, йывăрлăхсем умĕнче пуç усаканнисен йышĕнчен мар. Полици ĕçченĕ 15 çул хушшинче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Йĕркене пăсакансемпе профилактика ĕçĕ тăтăшах ирттерни ăна кулленхи ĕçре пулăшать. Пуян опытлă сотрудник сахал мар çамрăка тÿрĕ çул çине тăма пулăшнă,— çапларах хакларĕ ăна участокри уполномоченнăйсен уйрăмĕн начальникĕ Сергей Прохоров.
Андрей Марин Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсассăн, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Апла пулин те, пурнăçне шалти ĕçсен пайĕн профессийĕпе çыхăнтарас ĕмĕт ачаранах çуралнăран, çартан таврăннă хыççăн каччă вырăнти милици уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă. 2004 çулта ĕçе кÿлĕннĕ те, паянхи кунччен шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Андрей Валерьевич пĕлĕвне ÿстерес тесе ĕçленĕ хушăрах Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен инситутĕнче вĕреннĕ. 2008 çулта алла диплом илнĕ.
Пуçарулăхпа палăрнă ĕçчен РФ ШĔМĕн «За отличие в службе» III степеньлĕ медальне тивĕçнĕ.
Участок уполномоченнăйĕ граждансен шанăçне тÿрре кăларассишĕн вăй хурать. Çав хушăрах шкул ачисемпе тĕл- пулусем ирттерет, ял çыннисемпе калаçать, учетра тăракансем пирки манмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ участок уполномоченнăйĕ — халăхпа чи çывăххисенчен пĕри.

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *