Ĕмĕрĕпе районти ял хуçалăхне аталантарас, пахча çимĕç, тырă туса илессине çÿллĕ шая хăпартас тесе тăрăшнă, ырми-канми ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ Илдус Миннетуллин çак кунсенче юбилей кĕрекине ларса 65 çула хыçа хăварнине уявларĕ. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăван районшăн чылай çул тăрăшнăскере районта çеç мар, республикăра та паллакан чылай. Ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем ăна яланах ăшă сăмахпа аса илеççĕ, халĕ те сĕнÿ-канаш ыйтма пыраççĕ. Илдус Хадзятович май килнĕ таран пулăшма, ĕçре хавхалантарма яланах хавас.
Вăл педагогсен туслă çемйинче çитĕннĕ. Ашшĕ Хадзят Шакирзянович чылай çул Чĕчкен тĕп шкулĕн директорĕнче вăй хунă. Районта вăл тутарсенчен пĕрремĕш аслă пĕлÿ илнĕ, тĕрлĕ енлĕ аталаннă, анлă тавракурăмлă пулнă. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă, чăвашла статьясем час-часах çырнă. Амăшĕ Кадире Фераховна кĕçĕн классене пĕлÿ панă. Мăшăр 5 ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсенчен 3-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Миннетуллинсем ачисене мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме, май пулнă таран пулăшу пама, ырă сунса калаçма вĕрентсе ÿстернĕ.
Илдус Миннетуллин шкул пĕтернĕ хыççăн салтак атти тăхăннă, Оренбург облаçĕнчи Бузулук хулинче артиллери чаçĕсен разведка уйрăмĕн командирĕсен шкулне пĕтернĕ. Унтан ăна Германири Совет çарĕсен ушкăнне службăна янă. 2 çултан вăл кĕçĕн лейтенант званипе яла таврăннă.
Ялта çуралса ÿснĕ, ял хуçалăх ĕçĕнчен мĕн пĕчĕкрен ютшăнса тăман каччă нумай шухăшласа тăмасăр Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне çул тытнă. Унта вăл çанă тавăрса пĕлĕвне тарăнлатнă, хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, унтан тăван рай-она таврăнса тÿрех ĕçе пикеннĕ. Виçĕ çул çамрăк специалист районти вăрлăх инспекцине ертсе пынă. 1983 çулта ăна районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ пулма шаннă. Çак ĕçре вăл 20 çул ытла тăрăшнă, çав вăхăтрах Комсомольски райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн çумĕ те пулнă. 2012 çулта Илдус Хадзятовича район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне, ял хуçалăх пайĕн начальникне лартнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çак ĕçре тăрăшнă вăл.
— Çак хушăра мана темиçе хутчен те республика шайĕнче ĕçлеме йыхравларĕç. Çав шутра — икĕ хутчен ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшмерĕм. Комсомольски районĕ — манăн тăван кĕтес. Эпĕ яланах хама кунта кирлĕрех, районшăн ытларах усă кÿреетĕп тесе шутланă. Халĕ те çакна çирĕплетсех калама пултаратăп, — уçать шухăшне Илдус Хадзятович.
Чăнах та, вăл ĕçленĕ хушăра районти ял хуçалăх тытăмĕнче чылай улшăну пулса иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ял хуçалăхĕн аталанăвĕ уйрăмах çÿллĕ шая çитнине палăртать И.Миннетуллин. Ун чухне районта пурĕ 12 хуçалăх ĕçленĕ, республика шайĕнчи наука учрежденийĕсем ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе чылай ĕç туса ирттернĕ.
— Республикăри кашни хуçалăх валли çĕр ĕçне мĕнле йĕркелемеллине кăтартакан кĕнеке кăларнăччĕ. Вăл пирĕншĕн, ял хуçалăхĕнче тăрăшакан кашни специалистшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шăпах çав çулсенче эпĕ республикипе чапа тухнă тĕп агрономсемпе ĕçленĕ, вĕсен опытĕнчен вĕренсе пынă, вăл е ку ыйтăва пĕрле канашласа татса панă. Çав шутра: Н.И.Кошкин /»Россия» колхоз/, М.З.Якупов /»Заветы Ильича»/, Г.С.Мифтахутдинов /»Алга»/, Г.В.Катиков /»Восток»/, Н.А.Козлов тата В.Н.Акчурин ?»Красный Октябрь»/, А.Г.Макаров /»Заря»/, В.В.Лисицын ?»Комсомольский» совхоз/. Çавăн пекех Н.С.Громов /»Дружба»/, М.Н.Курбатин /»Урожай»/, С.М.Толстов /»Луч»/, Л.В.Скворцов /«Гигант»/, Г.Н.Смирнов /«Знамя»/ тата ыттисем те ял хуçалăхне аталантарма чылай ĕç тунă. Мана вĕсемпе ĕçлеме тÿр килнĕшĕн эпĕ савăнатăп, мухтанатăп, — пĕлтерет Илдус Хадзятович.
Çав çулсенче пирĕн район кĕрлесе çеç тăнă, чылай хутчен ял хуçалăхне аталантарассипе республика ша-йĕнче мала тухнă, тĕрлĕ наградăна, парнене тивĕçнĕ. Пур хуçалăхра та пысăк тухăç илме май паракан пусă çаврăнăшне тĕпе хурса ĕçленĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ. Илдус Хадзятович пĕлтернĕ тăрăх, республикăран килекен ертÿçĕсем яланах пирĕн районти хуçалăхсен хирĕсене пысăк хак панă, тĕслĕх вырăнне вĕсене ыттисене кăтартнă. Чи лайăх çулсенче районĕпе пурĕ 60 пин тонна яхăн тырă, 50 пин тонна яхăн çĕрулми туса илнĕ. Пĕр çулхине района пысăк кăтартусемшĕн 6 трактор парса наградăланă.
— Паянхи кун ял хуçалăхĕ çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрманни питĕ пăшăрхантарать. Хăш-пĕр хуçалăхсенче специалистсем çитменни уççăн курăнать. Вĕреннĕ, тарăн пĕлÿллĕ агрономсем пулмасан, паллах, пуян тухăç илме çук. Патшалăх ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене ытларах пулăшу кÿрсен аванрах пулмалла та, — пытармасть пăшăрханăвне ĕмĕрĕпе ял хуçалăхĕнче тăрăшнă И.Миннетуллин.
Мăшăрĕпе, Наиля Мирсаидовнăпа, вĕсем 4 ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен 3-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ, хăйсен специальноçĕпе ĕçлеççĕ. Наиля Мирсаидовна районти тĕп больницăра врач-фтизиатрта нумай çул вăй хурать. Вăл — аслă категориллĕ врач, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» ята тивĕçнĕ.
— Ачасемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнатпăр. Вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнсан пÿрт кĕрлесе çеç тăрать, ача-пăча сасси кăмăла хăпартлантарать. Çакă мар-и вара чăн телей? — тет Илдус Хадзятович.
Н.КАЛАШНИКОВА.