Четверг, 9 февраля

Хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ

Хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ

Урмаел почта уйрăмĕнче пиллĕкĕн килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ĕçченсем канашласа, пĕр-пĕрне пулăшса тăрăшаççĕ. Почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Лейсан Чумарова палăртнă тăрăх виçĕ почтальон та маттур. «Хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ», — тет вăл.
«Почтальон ĕçĕ çăмăл мар. Ара, кунĕ-кунĕпе ăçта кăна çитмелле мар вĕсен. Почта сумкипе пĕрлех вак-тĕвек тавар та йăтмалла. Çырăнтару енĕпе те, тавар сутассипе те плансене яланах тултармалла. Анчах та хаçат-журнал хакĕ ÿсни вулакана та, пире те пăшăрхантарать. Хаçат-журнал çырăнаймастăп текенсем те пур, хăшĕсем хаклă пулин те юратнă кăларăмсăр пурăнаймастпăр теççĕ. Тĕрлĕрен калаçать ял халăхĕ. Çырăнаканнисем те аслăрах ÿсĕмри çынсем анчах. Çамрăксем хыпарсене Интернетран пĕлеççĕ», — терĕ ĕçĕпе паллаштарса Лейсан Сенатулловна.
Почта уйрăмĕн пуçлăхĕ шаннă ĕçе нумаях пулмасть çеç кÿлĕннĕ пулин те, ĕçтешĕсемпе, клиентсемпе пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ. Кунсерен плана тултарас, ĕçченсене хавхалантарас, пулăшса пырас, çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе ĕçе васкать маттур хĕрарăм.
Куллен пĕрле тăрăшакансенчен те çирĕп ыйтать вăл. Унсăрăн хаçат-журнал çырăнасси, тавар сутасси чылай чакать иккен.
— Урмаел салинче тутарсем пурăнаççĕ пулин те, вĕсем тутар хаçат-журналне çеç çырăнса илмеççĕ, вырăсла, чăвашла вулаççĕ, район хаçатне те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. «Каçал ен» хаçата чылай çул çырăнса илекенсем те пур, — терĕ Камария Сулейманова почтальон.
Диляра Хамдиева та хăйĕн ĕçне чунтан кăмăлланине пĕлтерчĕ. «Ялта пурăнакансем урама тухсах кĕтсе илеççĕ пире. Çакă темрен те паха. Хăйсен хуйхи-суйхине, савăнăçне пирĕнпе пайлаççĕ», — терĕ Диляра Рауловна.
Ремзия Галимзянова та кашни кунах хăйĕн вулаканĕсем патне çитме тăрăшать: хаçат-журнал салатать, пенси укçи парать, кил хуçалăхра кирлĕ тавар сĕнет. Ял халăхĕ ытларах тутар кăларăмĕсене кăмăлланине палăртать вăл.
«Пирĕн профессие çăмăл тесе калаймăн. Çапах та ялсенчи аслă ăру çыннисемшĕн кирек хăçан та кĕтнĕ хăна пулнине туйсан тата çынсен кăмăлне ырă хыпарпа çĕклеме пултарсан чунтан хĕпĕртетĕп», — тет почтальон.
Коллективра пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлени тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме, плана тултарса пыма май парать. Плана тултарса ĕçлеме вара халĕ пĕтĕм услови пур. Почта уйрăмĕ нумаях пулмасть çĕнĕ вырăна куçнă. Халĕ кунта ăшă та хăтлă, çутă, çынсене йышăнма кăмăллă. Почта уйрăмĕнчен çын татăлмасть. Ялта пурăнакансем те, иртен-çÿренсем те кĕрсе тухаççĕ. Кам хаçат-журнал, тавар туянать, теприсем посылка яраççĕ е ăна алла илеççĕ. Хальхи вăхăтра пурнăç пысăк хăвăртлăхпа аталаннă май çынсен ыйтăвĕсем те пысăк. Нумайăшĕ Интернетран тĕрлĕ тавар çырăнса илет. Вĕсене вăхăтра клиент патне çитермелле.
Урмаелĕнчи почта уйрăмĕнче ĕç кал-кал пырать. Кунта плана тултарса ĕçлес ĕмĕтпе малалла утаççĕ. Апла пулсассăн çырăнтару тапхăрне те ăнăçлă вĕçлессе шанатпăр.
А. ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *