Ватăсем – хисеплĕ çынсем

Кĕрхи иккĕмĕш уйăх ваттисен уявĕпе пуçланать. Кашни ялтах пĕрле пухăнса Ваттисен кунне уявласси йăлана кĕнĕ.
Хăйсен уявне паллă тума Йăлмахва ялĕнче пурăнакан ватăсем культура çуртне пуçтарăнчĕç. Уява килнисене чи малтанах «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертÿçи М.Г.Шарафутдинов саламларĕ. Вăл ватăсене хăй вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.
Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, ветерансен совечĕн председателĕ З.Н.Григорьева ăшă сăмахсемпе саламларĕç, канлĕ ватлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
Уява пухăннисене Кайнлăк ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем чуна тивекен юрăсемпе саламларĕç, сцена çинче вылянă «Уява кайни» шÿтлĕ сценка вара пурин кăмăлне те кайрĕ, чун каничченех кулчĕç.
Уяв малалла çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Ватăсем ĕлĕкхи йывăр вăхăта аса илчĕç, çамрăклăхри юрăсене шăрантарчĕç. «Пĕр-пĕрне курни, тĕл пулса калаçни пирĕншĕн темле эмелтен те хаклăрах», — терĕç пухăннисем. Уяв туса паракансене тав туса ватăсем кăмăллăн килĕсене саланчĕç.
Р.СМИРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *