Атăл леш енче газ пулĕ

Атăл леш енче газ пулĕ

Октябрĕн 4-мĕшĕнче РФ Строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви «Газпром межрегионгаз» ОООна Атăл леш енчи территорие газ кĕртме ирĕк паракан хутсене алă пуснă. Газификацие «Раççей Федерацийĕн регионĕсене газификацилесси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçлама палăртнă.
Паянхи кун тĕлне «ЛОРЕС» проектпа аналитика центрĕ Атăл леш енчи территорин проект докуменчĕсене хатĕрленĕ. Газ пăрăхĕсем 52,6 çухрăм пулĕç, çав шутран 31,1 çухрăмĕ пирĕн республикăн территорине кĕрет. Подрядчик — «Стройгазмонтаж» ООО — хатĕрлев ĕçĕсене пикенет те ĕнтĕ. Строительство ĕçĕсене 2021 çулта вĕçлеме планлаççĕ. Çапла 5 котельнăй тата 2472 кил хуçалăхĕ газпа усă курма пуçлĕ.
План тăрăх, пирĕн республикăна кĕрекен Атăл леш енчи территорие газ кĕртме 600 миллион тенкĕ ытла кирлĕ. Вĕсенчен 25 миллион тенкипе кăçалах усă курма палăртнă.
Çав вăхăтрах республикăри ытти районсенче те газ кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Кăçал Улатăр хулинчи газпа тивĕçтерекен объектсем валли 25 миллион тенкĕ, Улатăр районĕнчи Кире поселокне валли 5 миллион тенкĕ уйăрĕç. Унсăр пуçне Сĕнтĕрвăррине ăшăпа тата вĕри шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама республика бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *