Четверг, 25 апреля

Йĕркене пăсаççĕ

Августăн 23-мĕшĕнче районти ГИБДД уйрăмĕ «Пешеход. Пешеходный переход» профилактика мероприятийĕ ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче водительсем çуран çÿрекенсене çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсенче ирттерсе яман тĕслĕхсене тупса палăртса вĕсене явап тыттарнă. Çуран çÿрекенсем те йĕркене пăсса юраман вырăнсенче çул урлă каçнине регистрациленĕ.
Районти ГИБДД ĕçченĕсем районта пурăнакансене çул-йĕр çинчи правилăсене çирĕп пăхăнма, йĕркене пăсасран асăрханма ыйтаççĕ. Çул-йĕр инкек илсе ан килтĕр.
Д.СОЛОВЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *