Четверг, 25 апреля

Форум иртет

Форум иртет

Августăн 18-мĕшĕнче Шупашкарта  тĕрĕк  чĕлхиллĕ çамрăксен  Пĕтĕм Раççейри форумĕ уçăлчĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта национальноçсен ĕçĕсен федераци агентстви пурнăçа кĕртет. Вăл Раççейре пурăнакан халăхсен культурине пуянлатма,  çамрăксен хутшăнăвне аталантарма тивĕç. Тăваттăмĕш хут йĕркелекен форума 17 регионăн представителĕсем хутшăнаççĕ.  Пĕтĕмпе — 160 çын.  Чи йышлă делегацисем — Чăваш, Пушкăрт,  Тутар Республикисенчен.

«Иртнĕ эрнере Пятигорскра Çурçĕр Кавказ çамрăкĕсен форумĕ уçăлнă. Августăн 18-мĕшĕнче  Шупашкар пултаруллă та мал курăмлă çамрăксене пуçтарчĕ.  Вĕсем тăван тăрăхшăн,  тăван çĕршывшăн тăрăшассинче иккĕленместĕп», — палăртнă национальноçсен ĕçĕсен федераци агентствин ертÿçин çумĕ Михаил Ипатов.  ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та форума пухăннисене саламланă.

Çак кунсенче тĕрĕк чĕлхиллĕ çамрăксем вĕренÿ программине хутшăнĕç, влаç, культура,  бизнес представителĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулĕç.  Тĕпчев ĕçне хутшăнĕç, тăван халăх истори-йĕпе культурине сыхласа хăварас ыйтăва сÿтсе явĕç. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *