Пятница, Сентябрь 20

Шупашкра хулине  — 550 çул

Шупашкра хулине  — 550 çул

Куравра хула историйĕ

Шупашкар хулин юбилейĕ ячĕпе Наци библиотеки парне хатĕрленĕ — «Шупашкар — 550 — Чебоксары» ятлă пысăк кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Ăна августăн 12-мĕшĕнче уçнă.

Куравра Шупашкар хулин историйĕпе, паянхи сăн-сăпа-чĕпе, паллă çыннисемпе паллаштаракан кĕнекесене курма пулать. Унта уйрăмах хаклă экспонатсем — архив докумен-чĕсем, сайра тĕл пулакан кĕнекесем пур. Çав шутра «Старые Чебоксары: археология, история, топонимика», «Чебоксары: Очерки истории города XVIII века» тата «Чебоксары: Очерки истории города конца XVIII — XVII вв.» кĕнекесем.

Çавăн пекех куравра Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн фондĕнчен илнĕ В.П.Бычковăн «На ярмарке» /1913 çул/, В.С.Семеновăн «Зимние Чебоксары» /1953/ тата «Столица Чувашии» /1957/ картинисемпе, Илья Клочков фотокорреспондентăн архивĕнчи кивĕ сăнÿкерчĕксемпе, Шупашкара сăнланă почта открыткисемпе паллашма пулать. 

Енчен те эсир Шупашкар хулин историйĕпе интересленетĕр, ун çинчен нумайрах пĕлес тетĕр пулсан, Наци библиотекинчи кĕнеке куравне кайса курма сĕнетпĕр /114-мĕш пÿлĕм/. Курав сентябрĕн 27-мĕшĕччен ĕçлет.

Уяв программи анлă

Кăçал эпир Шупашкарăн Хула кунне августăн 18-мĕшĕнче уявлатпăр. Летопиçсенче çырса хăварнă тăрăх, кăçал хула 550 çул тултарать. Çак юбилея чылай малтан хатĕрленме пуçланă. Тĕп мероприятисем августăн 17-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен иртеççĕ.

Программа тăрăх, концертсем çеç мар, спорт мероприятийĕсем те, конкурссем те, тата ытти те ирттерме палăртнă. Сăмахран, августăн 17-мĕшĕнче акватлонпа Раççейĕн Уçă чемпионачĕ тата лазерранпа Пĕтĕм тĕнчери хула турĕ иртеççĕ. Çавăн пекех «Мадагаскар» суту-илÿ çурчĕ патĕнче «АвтоАрена — 2019» автомобильсен куравĕ ĕçлет. Августăн 18-мĕшĕнче хулан тĕрлĕ районĕсенче, парксенче уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.  Августăн 23-мĕшĕнче классика искусствин «Берег музыки» фестивалĕ, Чапаев скверĕнче «Чапай зовет на  чай»  халăх уявĕ  пулаççĕ.  Тĕп  мероприятисене  вара  августăн  24-мĕшĕнче  ирттерме  палăртнă /программăпа паллашăр/. Çак кунхи программа питĕ пуян, унта кашниех кăмăл туличчен канма, концерт-фестивальсемпе киленме пултарать.     

Хула гимнĕшĕн сасăлар

Шупашкар хула администрацийĕ юбилейлă çулталăкра «Русское радио» радиостанципе пĕрле хулан юбилейне халалланă халăх гимнне çырас енĕпе уçă конкурс ирттерет.

 Унта хутшăнма пурĕ 116 заявка тăратнă. Конкурсантсем хушшинче профессилле музыкантсем те, тин пĕрремĕш утăмсем тăвакан юрăçсем те, юрă-кĕвĕпе çыхăнман тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем те, çемье дуэчĕсем те пур.

Компетентлă жюри пур ĕçе те тимлĕн пăхса тухса чи  лайăх 10 юрра уйăрнă. Финала лекнĕ кашни юрра «Вконтакте» социаллă сетьре «Открытый голос» страницăра итлесе чи килĕшнишĕн сасăлама пулать. Сасăлав августăн  15-мĕшĕччен иртет.

Аудиоэкскурсисем иртеççĕ

Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа «Шупашкар халапĕсем» туризм проекчĕ ĕçлеме пуçланă.

Çавна май хулари паллă вырăнсенче çĕнĕ экскурсисем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри — аудиоэкскурси. Аудиогид чăваш халăхĕ, республика  тата хула епле пулса кайни çинчен каласа кăтартать, çавăн пекех хула урамĕсемпе çÿренĕ май туристсем паллă  вырăнсем, сумлă çынсем, историе кĕрсе юлнă пулăмсем çинчен пĕлеçççĕ. Туристсен маршручĕ 1 сехет те 40 минута тăсăлать. Вăл хальхи истори центрĕнчен пуçланать те Муромри Петрпа Февронийăна халалласа лартнă палăк патĕнче вĕçленет. Проект авторĕсем — Валентина Поливцева журналист, Виталий  Баев композитор, Георгий Фомиряков художник,  Юрий Филиппов артист. Проект ертÿçи — Анна Казанцева. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code