Четверг, 25 апреля

Таса шыв- тĕп вырăнта

Таса шыв- тĕп вырăнта

Нумаях пулмасть Мускавра РФ Строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви, Чăваш Республики тата Шупашкар хули шывпа тивĕçтерекен тата шыва юхтарса кăларакан тытăмсене аталантарассипе çыхăннă килĕшĕве алă пуснă. Çак проект тăрăх Атăл çинче вырнаçнă 5 хулан шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăвĕсене татса памалла. Çав шутра Шупашкар хули те пур.

 

— Атăл шывне лайăхлатасси «Экологи» наци проектне кĕрет. Çĕршывăн чи пĕлтерĕшлĕ шыв «артерине» — Атăла — аталантарма федераллă министерствăсен, РФ субъекчĕсен, муниципалитетсен тата финанс институчĕсен килĕштерсе ĕçлемелле, — палăртнă РФ строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Якушев.  

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, 6 çулта Шупашкарти шывпа ти-вĕçтерекен тытăма модернизацилеме 3,5 миллиард тенкĕ     уйăрнă. Çак укçана 9 проект çине тăкаклама палăртнă, çав шутра:  Шупашкар çывăхĕнчи коллектора реконструкцилес ĕçе вĕçлесси, таса шывпа ти-вĕçтерекен тата усă курнă шыва юхтарса кăларакан çĕнĕ сетьсем тăвасси, насус станцийĕсене модернизацилесси тата шыва тасатакан «Заовражная» водопровод станцин хатĕр-хĕтĕрĕсене çĕнетесси.

— Таса шывпа тивĕçтерекен тата усă курнă шыва юхтарса кăларакан сетьсем, канализацин насус станцийĕсен тата шыва тасатакан «Заовражная» водопровод станцин хатĕр-хĕтĕрĕсем кивелни питĕ çивĕч экологи проблемисем, аварисем патне илсе çитерме пултарать. Уйăрнă укçа-тенкĕ çак лару-тăрăва вăхăтра йĕркене кĕртме май парать, — палăртнă Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *