Пятница, 4 октября

Уй-хирте

Уй-хирте

Çу кунĕ çулталăк тăрантарать, теççĕ халăхра. Районти хуçалăхсенче ĕçлекенсем çакна тĕпе хурса çуллахи кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Халĕ выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç вĕресе çеç тăрать.

 

Паянхи кун тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 14068 тонна сенаж хывнă. Ку енĕпе «Искра», «Урожай» колхозсем, «Труд», «Восток», «Асаново», «Луч», «Победа», «Рассвет» ЯХПКсем, «Дубовка», «Сюрбеево», «Восход» ОООсем, «Родина» хресчен (фермер) хуçалăхĕ пикенсех ĕçлеççĕ.

«Восток» ЯХПКра силос янтăлас енĕпе те тимлеççĕ. Хальлĕхе ăна 158 тонна хатĕрленĕ.

«Искра» колхоз, «Асаново», «Рассвет» ЯХПКсем пĕр çул ÿсекен курăксене сенаж валли çулаççĕ. Паянхи кун тĕлне çак ĕçе пурĕ 222 гектар çинче пурнăçланă.

Хуçалăхсенче чăннипех те хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Пурте выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлес тесе тăрăшаççĕ. Чи кирли — палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçласси.

А.СВЕКЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *