90 çул — пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв, мĕншĕн тесен кашниех вăрăм пурнăç сукмакĕпе çак куна утса çитеймест. «Ырă çын ĕмĕр ытла пурăнать» çак сăмахсене халăхра нумай пурăнакансем çинчен калаççĕ.
Районăн вăрăм ĕмĕрлĕ çыннисем Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран салам сăмахĕсене малалла йышăнаççĕ. Патшалăх ватăсем çине тимлĕх уйăрни хисепленипе тата аслă ăру умĕнче пуçа тайнипе тан. Вĕсем пурнăçне шеллемесĕр Аслă Отечественнăй вăрçăра тăшмана хирĕç тăнă, çĕнтерÿшĕн тăрăшса тылра ывăннине пĕлмесĕр ĕçленĕ.
Кăçал утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Александровка ялĕнче пурăнакан Анна Степановна Игонина 90-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Юбилей ячĕпе район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Антонова тата Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова ватă çынна çирĕп сывлăх, телей тата çывăх çынсен юратăвне суннă.
90 çул тултарнине телейлисем çеç уявлама пултараççĕ. Кам вара çак сумлă çулччен пурăнать, вĕсем хаклă парнесемпе тулли кĕрекене кĕтмеççĕ, чи пахи — çывăх çыннисем манса кайманни тата ăшă сăмах каласа саламлани.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ольга Романовна Макарова та çак кунсенче 90 çулхи юбилейне уявланă. Ăна паллă çуралнă кунпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов Владимир Путинăн открыткине панă тата асра юлакан парнепе чысланă.
Çавăн пекех юбилей хуçине Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева тата çывăх çыннисем саламланă, çĕр çинчи мĕн пур ыррине, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.
Ольга Романовна 40 çул ытла «Заря» колхозра тăрăшнă. Мăшăрĕпе, Виктор Петровичпа 3 ачине ура çине тăратнă. Шел пулин те, Виктор Петрович вăхăтсăр çĕрĕ кĕнĕ. Ольга Романовнăна ачисем, 9 мăнукĕ тата 16 мăнмăнукĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.