Пятница, Сентябрь 20

Малтисен шутĕнче

Малтисен шутĕнче

Çĕртмен 23-мĕшĕнче Елена Образцова ячĕллĕ культура центрĕн концерт залĕнче «Невское перо — 2019» Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
«Невское перо» — професси енĕпе пысăк ÿсĕм тума тата шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшакан чаплă уяв. Чи кирли вара — çак конкурса хутшăнакан ушкăнсем ÿсĕм тăвасса ĕненеççĕ, шанаççĕ.
АНО «Журналистика академийĕн» президенчĕ, филологи наукисен профессорĕ, докторĕ, конкурса хавхалантарса пыраканĕ Валерий Таказов эксперт ушкăнне çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăлах пулманнине палăртса хăварнă.
Пĕтĕм Раççейри «Невское перо — 2019» пултарулăх конкурсне Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн коллективĕ те хутшăннă. Вĕсем «Чи лайăх интернет-портал» номинацире 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çитĕнÿ тунинче ачасемшĕн чунне парса тăрăшакан Петр Васильевич Родионов педагогăн тÿпи пысăк.
— Çак çĕнтерÿ пирĕн шкул пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать. Кашнинчех малтисен шутĕнче пулма май килмест. Паллах, çак ĕçе пĕччен тума та май çук. Эпир пурте пĕрле интернет-портала çĕнетессишĕн, ăна куллен çĕнĕрен те çĕнĕ информаципе, сăнÿкерчĕксемпе пуянлатассишĕн тăрăшатпăр, — терĕ шкулта ачасене информатика предметне вĕрентекен Петр Родионов.
Петр Васильевич шкул сайтне вырăсла тата чăвашла ертсе пырать. Кунта вăл шкулта мĕн пулса иртни çинчен çийĕнчех çырса пĕлтерет, сăнÿкерчĕксем те кĕске вăхăт хушшинче лартать. Шăпах сайта пĕлсе йĕркелесе пыни конкурсра палăрма май панă та. Малашне те районăн хастарĕсем çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code