Вут-çулăм çунтарать пурлăха

Вут-çулăм çунтарать пурлăха

Пушар мĕн тери пысăк сиен кÿме пултарни, çавна май хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли çинчен ашшĕ-амăшĕпе, шкул ачисемпе тăтăшах тĕл пулса калаçатпăр, çапах унпа çыхăннă инкек-сикекрен пăрăнса иртейместпĕр. Чи хăрушши — вут-çулăмра çул çитмен ачасен пурнăçĕ татăлни. Кун пек хăрушă инкексем республикăра час-часах тĕл пулаççĕ.

Ача килте пĕччен тăрса юлнă… Ăна валли хăрушсăрлăх условийĕсем мĕнле тумалла-ха? Чи малтанах çунса кайма, шыв илме тата ытти техногенлă инкексем пулассине шута илмелле. Унсăр пуçне ачан пĕччен юлма хăрамалла мар. Хăрани унăн сывлăхне сиен кÿме пултарать. Енчен те ача телефонпа усă курма пĕлет пулсассăн, номере пысăк цифрăсемпе çырса курăнакан вырăна çакса хурăр. Çивĕч самантра вăл çывăх çынна шăнкăравласа илме пултарни — пурнăçшăн чи хакли.
Пĕчĕккисем пĕтĕм япалапа интересленме юратнăран вĕсемпе хăрушлăх кăтартма пултаракан япаласем пирки те час-часах калаçмалла, шăрпăк, зажигалка, электричество шнурĕсемпе розеткисем пушар патне илсе çитерме пултарнине те асăрхаттарсах тăмалла.
АСА ИЛТЕРЕТПĔР!!!
— Шăрпăкпа зажигалкăсене ачасем илме пултарайман вырăнсенче упрамалла;
— электричествăпа е газ приборĕсемпе аслисемсĕр усă курма юрамасть;
— хăвăрт тивсе илме пултаракан япаласем: ацетон, бензин, спирт тата ытти те: ачасем илеймен вырăнта пулмалла.
Ачасене час-часах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтерĕр. «Хĕрлĕ автан» алхасма пикенсен хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентсе тăрăр. Чи малтанах вĕсен çакна пĕлмелле:
— май пулсанах хваттертен е çуртран тухма тăрăшмалла, кÿршĕсене инкек пирки пĕлтермелле;
— ашшĕ-амăшне е çывăх çыннисене шăнкăравламалла;
— хваттертен тухма май çук пулсан балкон çине тухмалла, алăксене лайăх хупмалла, аслисене шăнкăравласа пĕлтермелле, пулăшу ыйтса чÿречерен кăшкăрмалла;
— енчен те сĕрĕм картлашка площадкинчен кĕрет пулсассăн, алăка уçмалла мар, аслисене шăнкăравламалла е балкон çине тухса «Пушар! Пулăшăр!» тесе кăшкăрмалла.
Çÿлерех асăннă правилăсене асра тытсан пепкесене килте пĕччен хăварма шикленмелле мар, май пулсан, паллах, ачасене кÿршĕсене е тăвансене парса хăварма тăрăшмалла е хваттере çывăх çыннăрсене, тăванăрсене вĕсене пăхма чĕнмелле.
В.ДАВЫДОВ,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *