Пятница, 19 апреля

Сусăрсемшĕн çитменлĕх пулмалла мар

Сусăрсемшĕн çитменлĕх пулмалла мар

Чăваш Ен прокуратуринче сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа çавра сĕтел иртрĕ. Унта тĕрлĕ министерство, общество организацийĕн, прокуратура, пенси фончĕн тата организаци представителĕсем хутшăнчĕç.Республика прокурорĕ Василий Пословский каланă тăрăх 2018 çулта сусăрсем тĕлĕшпе тунă 300 нарушени тупса палăртнă, 116 çынна явап тыттарнă. Общество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусем нумай. Автобусра кондукторсем, пассажирсем инвалидсемпе кăмăллăн калаçмаççĕ, пулăшмаççĕ.
Чăваш Енри сусăрсен обществин председателĕ Маргарита Кузьминых та хумханса сăмахларĕ. Утайманнисене хваттертен урама тухмашкăн майсем туса паман тĕслĕх чылай. Организацисенче инвалид ачасем валли уйрăм вырăнсем уйăрман. Физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче те ятарлă оборудованипе тивĕçтермен. Маргарита Павловна ырă тĕслĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Калăпăр, Канаш хулинчи пĕр садикре сусăрсем валли уйрăм ушкăн уçăлнă.
Видеоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ çавра сĕтеле пухăннисем чылай ыйту пачĕç. Калăпăр, нумай хваттерлĕ кивĕ çуртсенче пандуссем вырнаçтарма васкамаççĕ. Чылай лавккара инвалидсене çÿремелли услови туман. Анна Чижова ячĕллĕ фонд ертÿçи Николай Соловьев чирлĕ ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне пулăшакан ятарлă çынсем кирлине палăртрĕ.
Канашлура сÿтсе явнă ыйтусене Василий Пословский çитес вăхăтра татса пама тата кирлĕ йышăнусем тума сунчĕ. Район территорийĕнче те сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтăва тĕрĕслесе пăхса тăраççĕ. Сăмахран, 2019 çулта çак сферăра 35 хутчен саккуна пăсни паллă. Вĕсен тĕлĕшпе 14 представлени тата административлă йĕркене пăснăшăн 8 ĕç пуçарнă.
— Нумаях пулмасть çеç «Ивушка» суту-илÿ магазинĕн территорине тĕрĕсленĕ. Çавна май Шемякин уйрăм предприниматель сусăрсене валли кирлĕ пек территорие хатĕрлеменни паллă пулнă. Предприниматель тĕлĕшпе административлă йĕркене пăснăшăн 2 ĕç пуçарнă. Çакăн пекех ĕçсене Фаткуллина, Измайлов, Асейнов уйрăм предпринимательсен тĕлĕшпе те пуçарнă. Вăтам шкул, культура учрежденийĕсен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çурчĕсен, библиотекăсен зданийĕсене кĕрсе тухма та сусăрсемшĕн кансĕр. Çавăнпа та ертÿçĕсем тĕлĕшпе представленисем çырнă. Вĕсен çитменлĕхĕсене кĕске вăхăт хушшинче пĕтермелле. Пурин те сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа çине тăрса ĕçлемелле. Тĕрĕслевсем малашне те пулаççĕ. Вĕсем енĕпе эпир тимлĕ ĕçлетпĕр. Иртнĕ çулхи кăтартусене пăхас пулсассăн, пĕлтĕр ку сферăра пурĕ йĕркене пăхăнман 54 тĕслĕх пулнă. 24 протест тата 7 представлени çырнă. Çавна май должноçри çынсене административлă йĕркепе явап тыттарнă, — пĕлтерчĕ район прокурорĕ Владимир Николаев.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *