Вторник, 7 февраля

Тĕрлĕ тĕслĕ тумламсем

РФ Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви ЭКА юхăм пулăшнипе Пĕтĕм Раççейри ача-пăча ÿкерчĕкĕсен «Тĕрлĕ тĕслĕ тумламсем»  конкурсне ирттерет. Кăçалхипе вăл 6-мĕш хут пулать. Конкурса 5_18 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Çакна валли разноцветныекапли.рф сайтра  регистрациленмелле, анкетăна тултармалла та харпăр хăй кабине-тĕнче конкурс ĕçĕсене вырнаçтармалла.

Конкурс 18 номинаципе иртет. Ĕçсене 3 темăна тĕпе хурса хатĕрлемелле: «Раççей шывĕ», «Çутçанталăк вăхăчĕсем», «Хăйне евĕр шыв объекчĕсем». «Планетăна çăлар» ыр кăмăллăх фондĕнчен тепĕр ятарлă номинаци пур: «Планета пурнăçĕ пирĕн алăра».

Ĕçсене сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурса хутшăнакан ачасем хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ çеç мар, пирĕн пурнăçра шыв мĕнле вырăн йышăнни çинчен пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Кăçал конкурсантсем РФ çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн Дмитрий Кобылкинăн ятарлă призне те илме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *