Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать».

Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать».

Ялта ача-пăча площадки çитмест-и, урамсене çутă кĕртмелле-и е тавралăха хăтлăрах, илемлĕрех тăвас ĕмĕт-шухăш канăç памасть-и — паян çак ĕçсене республикăн «Инициативлă бюджет» программине хутшăнса пурнăçлама май пур.
Асăннă программа тĕллевĕ — вырăнти çынсен пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртесси. Кашни çын хăй пурăнакан вырăна хăтлăрах курасшăн. Ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме кăмăл пур пулсассăн аван та, анчах çакна валли укçа-тенкĕ те кирлĕ. Вырăнти пуçарусене вăя кĕртме «Инициативлă бюджет» программа пулăшать те.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Хушăвне пурнăçласа вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктурăсен аталанăвĕн проекчĕсене аталантарас тĕллевпе республика бюджетĕнчен çулсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Укçа-тенке хула тата ял тăрăхĕсен, районсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме усă курĕç. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви çулсерен конкурсра нумай проекта пăхса тухать. Комсомольски районĕнчи ял тăрăхĕсем конкурса кăçал 29 проект тăратнă пулсассăн, 1-мĕш тапхăрĕ витĕр 16 проект тухнă, иккĕмĕш тапхăрĕ витĕр — 13 проект. Асăннă проектсем ĕçе кĕме тытăннă та. Сăмахран, чылай ял тăрăхĕсенче çÿп-çап тăкмалли вырăнсене хăтлăлатнă. Чĕчкен ял тăрăхĕнче Чĕчкен тата Аслă Чурачăк ялĕсен масарĕсенче çуртсем тума тытăннă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи масар картисене улăштарма палăртнă. Унпа пĕрлех Хирти Ĕнел ялĕнче спорт площадки пулĕ. Нумаях пулмасть çеç Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çывăхĕнче нумай функциллĕ спорт площадки хута кайни те ырă пулăм. Шурут, Хирти Мăнтăр ялĕсенче ача-пăчана вылямалли лапамсем тунишĕн те епле савăнмăн. Конкурсра çĕнтернĕ проектсем пĕтĕмпех ĕçе кĕреççĕ.
Кунта, паллах, проектсене ĕçе кĕртессинче ял çыннисем тÿпе хывни пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесессĕн республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ çумне тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен, çынсенчен пуçтарнă укçа-тенке хывмалла. Çавăнпа та ял-сала хăтлăхĕ кашнинчен килнине асра тытса укçа-тенке çийĕнчех пуçтармалла. «Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать» каларăш вăхăт иртнĕ-çемĕн те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Авалхи чăвашсем пур ĕçе те ниме йăли-йĕркипе пурнăçланă. «Инициативлă бюджет» программа та — ĕлĕкхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратмалли чи лайăх меслет.
«Проектсене пурнăçа кĕртес ыйтупа тăрăшуллăрах ĕçлемелле. Ĕç мĕнле пынине тĕрĕслесех тăмалла. Халăх хăйĕн енчен утăм туни проектсене вăхăтра ĕçе кĕртме май парать те», — палăртать район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *