Тĕлĕнмелле йывăçсем ÿсеççĕ

Тĕлĕнмелле йывăçсем ÿсеççĕ

Унашкаллисем пирĕн çĕршывра ÿсмеççĕ
Дракон йывăçĕ вăл Сокотра утрав çинче ÿсет. Вăл таврăннă сунчăка аса илтерет. Йывăç 10 метр çÿллĕш. Мĕншĕн дракон йывăçĕ теççĕ? Хĕрлĕ сĕткенне пула çавăн пек ят панă.
Австралири баобаб кĕленчене аса илтерет, çавăнпа ăна «Кĕленче йывăçĕ» теççĕ. Вăл Намиби тăвĕсем çинче ÿсет. Сĕткенĕ наркăмăшлă. Ĕлĕк сунарçăсем унпа хăйсен сăннине сĕрнĕ.
Тĕнчери чи пысăк йывăç — Калифорнире. Секвоя 2800 çул ÿсет, вăл 83 метр çÿллĕш, диаметрĕ — 33 метр.
Мадагаскарти баобаб 80 метр çÿллĕш. Хăшĕ-пĕри 1000 çул ытла ÿсет. Вулли яка тата тÿрĕ, унра шыв нумай пухăнать, çавна май типĕ çанталăк уншăн нимĕн те мар. Мадагаскарти 100 франклă укçа çине унăн чечекне сăнланă. Чечек çеçкене ларсан пĕр талăкранах пĕтет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *