Суббота, 20 апреля

Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă

Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă

Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасенчен чылайăшĕ В.М.Салаев учитель ертсе, йĕркелесе пыракан технологи кружокне çÿресе куллен-кун хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Кунта мĕн кăна ăсталамаççĕ пулĕ вĕсем: хутçĕленсен, ракетăсен, автомашинăсен, суднăсен, карапсен тата ытти тĕрлĕрен техникăн моделĕсене те. Ăсталаççĕ кăна мар, çав модельсемпе республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнса кашнинче тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ. Кунта Вячеслав Салаев учителĕн, кружок ертÿçин тÿпи çав тери пысăк тесех каламалла. Ачасен интересне ÿстерсе пыма вăхăт та, чăтăмлăх та сахал мар кирлĕ.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пыракан уйăхсенче /апрель — май/ республикăра çÿлерех асăннă модельсемпе ăмăртусем тăтăшах иртрĕç. Акă, апрелĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта ачасен «Кванториум» технопаркĕнче карапсен моделĕсемпе черетлĕ ăмăрту иртрĕ. Çак модельсен тĕрлĕ класĕсенче Асанкасси шкулĕн çичĕ çамрăкран тăракан команди шкул чысне кăна мар, район чысне те хÿтĕлерĕ. Георгий Катмаковпа Тимофей Таркин 4-мĕш класра кăна вĕренеççĕ-ха, Антон Степанов 5-мĕш, Даниил Маргиданов 6-мĕш, Станислав Чижиков, Дмитрий Герасимов, Алексей Языков 7-мĕш классенче пĕлÿ пухаççĕ. Лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç ачасем çак ăмăртусенчен. Республика шайĕнче шкул команди пиллĕкмĕш вырăн йышăннипе савăнмалла çеç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *