Суббота, 20 апреля

Хаклă ентешĕмсем!

Хаклă ентешĕмсем!

Сире çуркунне тата Ĕç уявĕпе саламлатăп!
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ пĕтĕм професси представителĕсен пĕрлĕхне тата пĕр шухăшлăхне палăртать. Çак кун палăртнă пахалăхсем кирек хăш вăхăтшăн та кăтартуллă. Таса кăмăлпа пурнăçлакан тăрăшуллă ĕç — кашни гражданинăн тивĕçлĕ пурнăçĕн, кашни çемьен, пĕтĕм обществăн, пĕтĕмĕшле илсен патшалăх ырлăхĕн никĕсĕ.
Пирĕн несĕлĕмĕрсен чылай ăрăвĕн тăрăшуллă ĕç-хĕлĕн витĕмĕпе юратнă Чăваш Енĕн пуянлăхĕ пухăнса пынă, республика кунран-кун лайăхланать. Экономикăн чăн секторĕнче пысăк технологиллĕ производствăсем уçăлаççĕ, хальхи йышши транспорт инфратытăмĕ йĕркеленет, хăтлă çурт-йĕр, социаллă тата культура тытăмĕн объекчĕсем çĕкленеççĕ, ялсемпе хуласем, общество хутлăхĕсем хăтлăланаççĕ, çынсен пурнăçĕ лайăхланать.
Ырă çак улшăнусем Чăваш Енре пурăнакансем тăрăшса ĕçленипе пулса пыраççĕ. Ĕç çыннисене республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Ĕç яланах савăнăç тата тулли кăмăл парнелетĕр! Çут çанталăк чĕрĕлни тата çуркуннехи кăмăл-туйăм пĕтĕм плана пурнăçа кĕртмешкĕн вăй-хал хушчăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарччăр! Сире çирĕп сывлăх, ĕçре çĕнĕ çĕнтерÿсем, ырă улшăнусем, тăнăçлăх, килĕшÿлĕх, ыранхи куна ырă шанăçпа кĕтсе илме, телей тата ырлăх-тивлетлĕх сунатăп!
М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *