Ыркăмăллăх марафонне тÿпе хывар

Ыркăмăллăх марафонне тÿпе хывар

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон миллионшар çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Кашни çын хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Укçа-тенке уçăмлăн, тухăçлă тăкаклани те куçкĕретех. Укçана нумай ачаллă çемьесем, йывăр çемьесенче ÿсекен ача-пăча валли кирлĕ эмелсем, тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем, кĕпе-тумтир илме тăкакланă»,— тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев марафона старт панă май.
Чăваш Республикинче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ пырать. Марафон мартăн 15-мĕшĕнче старт илчĕ. Унăн тĕллевĕ — ачалăха хÿтĕлесси, сусăр, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ырă кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси. Вăл пин-пин çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать.
Марафон хăйĕн пĕлтерĕшне çулсерен ÿстерет çеç мар, ырă ĕç тăвакансен йышĕ те çулленех йышланать. Организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, влаç органĕсен ĕçченĕсем, пенсионерсем, шкулсемпе ача сачĕсем пурте ыркăмăллăх пухмачне тултарма тÿпе хываççĕ.
Унăн пухмачĕ малашне кунсерен ÿссе пырассинче иккĕленÿ çук. Эсир, хисеплĕ вулакансем, хăвăрăн тÿпене хывма манман-и? 
Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывни мар, çул çитмен ачасен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшши хĕрхенменни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та марафона укçа-тенкĕ хывма ан манăр, ырă туни ырăпа таврăнать.
Реквизитсем: Получатель: ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Расчетный счет 40703810075220160067
в Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары.
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *