Телефон урлă улталаççĕ

Телефон урлă улталаççĕ

Телефон урлă улталакансем банк ĕçченĕсем тесе хăйсемпе паллаштарса пĕр талăкра республикăра 5 çынна чике тăршшĕ лартнă, пурĕ 130 пин тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Ултавçăсем шăнкăравласа: «Сирĕн счет çинчен такам укçа куçарасшăн, çакна тума парас мар тесен СМС-çырусенче килекен парольсене пире пĕлтерĕр», — тесе ыйтаççĕ. Çакăн хыççăн счет çинчи укçана хăйсем сăптăрса каяççĕ. Пĕр тĕслĕхре телефонпа улталакансем гражданина банкомат патне пыма ыйтнă, ăçта пусмаллине каласа пырса ăна шăнман пăр çине лартнă.
ЧР ШĔМĕ асăрхаттарать: телефонпа шăнкăравласа сирĕн банк картти çинчен такам укçа вăрласшăн текенсене ан ĕненĕр. Енчен те иккĕленÿ пур пулсан, банкăн «хĕрÿ линийĕ» çине хăвăр шăнкăравласа е банк учрежденине çитсе ыйтса пĕлĕр. Никама та хăвăрăн картта реквизичĕсемпе парольсене ан парăр!
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *