Суббота, 20 апреля

Типĕ курăк инкек ан кÿтĕр

Типĕ курăк инкек ан кÿтĕр

Çуркунне çитнĕ май çынсем типĕ курăкпа ăпăр-тапăртан хăтăлас тĕллевпе вĕсене çунтарма тытăнаççĕ. Типĕ курăк çунни чылай пысăк лаптăка ярса илме, çуртсемпе хуралтăсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çак ĕçе ятарлă хушусене пăхăнса пурнăçламалла, тимсĕрлĕхе пула ăнсăртран инкек курмалла ан пултăр.
Уçă çулăмпа çуртсемпе хуралтăсен хушши 50 метртан кая пулмалла мар. Типĕ курăка чĕртсе янă чухне çил хăш енчен тата мĕнле хăвăртлăхпа вĕрнине шута илмелле. Çак ĕçе тума ачасене шанмалла мар. Çулăма сÿнтерме кирлĕ хатĕрсем алă айĕнчех пулччăр. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисене административлă тата уголовлă явап тыттараççĕ.
Енчен те вут чĕртрĕр пулсан — çулăм явса илнĕ курăка тимлĕхсĕр ан хăварăр! Чылай чухне типĕ курăк çине пăрахнă пирус тĕпĕ вут-çулăм алхаснин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Вăрмана кайсан хăй тĕллĕн тивсе кайма пултаракан материалсене пăрахса хăварма кирлĕ мар. Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан ун пирки вăрман хуçалăхне, пушар хуралне тата полици ĕçченĕсене пĕлтерĕр.
И.ЧАРКИН,
районти надзор тата профилактика уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *