Воскресенье, 25 февраля

«Алли ылтăн, чунĕ çамрăк»

«Алли ылтăн, чунĕ çамрăк»

Пурнăç илемне чун-чĕрипе туякан çын кăна кун-çул уттипе çирĕппĕн, пархатарлăн малалла талпăнать. Ахальтен мар вырăссен паллă çыравçи çапла каланă: «Ĕмĕр пĕрре кăна, çавăнпа ăна пĕлсе, йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Кайран-кайран вăхăта тĕллевсĕр, усăсăр ирттертĕм тесе ÿкĕнмелле ан пултăрччĕ».
Сăмахăм хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнакан, ăшшăн пăхакан чакăр куçлă, лăпкă та уçă саслă хĕрарăм — Елена Ильинична Синицына пирки пырать.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ тĕлне «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Чĕрепе чун киленĕçĕ» ятпа Елена Ильиничнан алă ĕçĕсен куравне уçрăмăр.
Е.И.Синицына, хĕр чухнехи хушамачĕ Спиридонова, Янкасси ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ Илья Спиридоновичпа Мария Павловна çичĕ ача çуратса ура çине тăратнă. Лена çемьере виççĕмĕш ача пулнă. Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ. Ашшĕ вăрçă инваличĕ пулнă май, çемьери ĕçсем аслисем çине тиеннĕ. Кăçатă-атă пусма тивнĕ, кĕпе-кофта çыхнă. Тутăр, пир алшăллисене мулинепе канвасăр тĕрленĕ.
Паянхи кун Лена аппа ялти хисеплĕ ватă. Тĕлĕнмелле пултаруллă, тивĕçлĕ канура та алă усса ларма пĕлмен хĕрарăм, Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче тĕпленнĕскер, ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿрет. Районта иртекен тĕрлĕ фестивальсене активлă хутшăнать. Спектакльсенчи хĕрарăмсен сăнарĕсене тĕлĕнмелле илемлĕ уçса парать. Сцена çинче унăн кашни хусканăвĕ вырăнлă.
Çуллахи кун Лена аппа, çу-лĕсем çине пăхмасăр, севок, кишĕр нумай лартса илет. Кайăк-кĕшĕк усрать.
Елена Ильинична тĕрленĕ эрешĕсемпе çыхнă япалисем нумай тăванĕн, пĕлĕшĕн çемйисенче упранаççĕ. Вăл тăванĕсем хушшинче хисеплĕ, вĕсемшĕн тĕслĕх, яланах сăмахпа та ĕçпе пулăшма хатĕр çын. Хăйпе пĕртăванĕсем те, упăшкин тăванĕсем те ун умĕнче пуç таяççĕ.
Курава килсе çÿрекенсене, хамăр районти алă ăстисене паха опытпа паллашма питĕ меллĕ. Ăстаçăн ĕçĕсенче чечексене те, пейзажсене те, натюрмортсене те, тĕрлĕрен кайăксемпе чĕрчунсене те курма пулать. Вĕсене вăл бисерпе, хĕреслĕ мелпе, çĕнĕ технологипе стразăсемпе тĕрлет. Ĕçĕсене пурне те рамка ăшне вырнаçтарать.
Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, пурнăçĕ çăмăл пулман пулсан та Лена аппа пуçа нихăçан та усман. Пурнăçа юратни пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшса пырать çак маттур та ăста хĕрарăма.

А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *