Йошкао-Оларан çĕнтерÿпе таврăннă

Йошкао-Оларан çĕнтерÿпе таврăннă

Районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Мария Долгова тренер ертсе пыракан фитнес-аэробика секцине çÿрекенсем республикăра тата унăн тулашĕнче йĕркелекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Хĕрачасем ăмăртусенчен çĕнтерÿпе пĕрре кăна мар таврăнаççĕ.
Акă, мартăн 24-мĕшĕнче Йошкар-Ола хулинче иртнĕ ăмăртура «Свит Бейби» аэробика дисциплинăра 1-мĕш вырăн, степ-аэробика дисциплинăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вĕсене Кубок, Хисеп грамотисемпе медальсем парса чысланă. «Дрим Тим» команда 2-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Ку, паллах, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕн Мария Долгован, ачасен, ашшĕ-амăшĕн пысăк çитĕнĕвĕ. Спортсменсем район чысне республика тулашĕнче çÿллĕ шая çĕклеме пултарнă.
«Манăн воспитанниксем чи маттуррисем пулни савăнтарать. Çĕнтерÿ патне çитме вара сахал мар тар тăкмалла, çакна кашни вĕренекен лайăх пĕлет. Эпир шав малалла ăнтăлатпăр, ăмăртусене хатĕрленетпĕр. Кăçал Шупашкар, Йошкар-Ола хулисенче иртнĕ ăмăртусенче çÿллĕ шая çĕкленме пултартăмăр, Самар хулинче те пулса куртăмăр. Çитес вăхăтра эпир Шупашкара кайма хатĕрленетпĕр. Пирĕн тĕллев — ăмăртусенче çĕнтересси», — терĕ çитĕнÿпе кăмăллă Мария Долгова тренер.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *