Юрри-ташши тыткăнларĕ

Юрри-ташши тыткăнларĕ

Ял поселенийĕсен пултарулăх коллективĕсен район 80 çул тултарнине халалланă смотр-конкурсĕсем малалла пыраççĕ. Нумаях пулмасть Аслă Чурачăкри культура çурчĕн сцени çинче Чĕчкен ял поселенийĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Хăнасемпе курма пуçтарăннисем культура çурчĕн фойинче вырăнти ăстасен алă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Мĕн кăна çук кунта;! Людмила Гибатдиновăпа Редалия Минуллова ертсе пынипе хатĕрленĕ «Аннен ылтăн аллисем» курав, Элина Тумалановăпа Анастасия Ананьева хатĕрленĕ алмазлă тĕрĕсем, Алена Еремееван пуканесен коллекцийĕ… Çавăн пекех пуçтарăннисем ял поселенийĕн историйĕ çинчен каласа паракан информаци стенчĕсемпе те интересленсех паллашрĕç.
Куракансене Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов район 80 çул тултарнă ятпа тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Вăл ял поселенине кĕрекен ялсем çинчен кĕскен каласа пачĕ, социаллă сферăри учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе, ял хуçалăх ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, ял поселенийĕнче пурнăçланă социаллă проектсем çине те тимлĕх уйăрчĕ.
Сцена çине артистсем тухсан вара куракансен те вĕсемпе пĕрле ташша тухас килсе кайрĕ пулĕ. «Илем», «Тевет», «Дуслык» ансамбльсен юрри-ташши пурне те тыткăнларĕ. Татьяна Макарова дирижер ертсе пыракан хор мăнаçлăн зала янăраттарчĕ, ялти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те куракансене юрă-ташăпа, инсценировкăсемпе савăнтарчĕ. Концерт программи анлă пулчĕ, унта тĕрлĕ ÿсĕмри артистсем хутшăнса сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Концерт çÿллĕ шайра, асра юлмалла иртрĕ. Çакна куракансем кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупни те çирĕплетет. Халăхăн пултарулăхĕ, тĕрлĕ енлĕ фантазийĕ, чăнах та, тĕлĕнтерет. Куракансем питĕ кăмăллă юлчĕç, артистсене çакăн пек лайăх кану каçĕ парнеленĕшĕн чунтан тав турĕç.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *