Понедельник, 24 июня

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Урамра кунран-кун ăшăтса пырать. Çырмасемпе варсенче çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлеме пуçличчен нумай та юлмарĕ. Кăçал таврара юр çав тери нумай. Çавăнпа та çанталăк ăшăтса янă вăхăта, шыв-шур кайнă çĕре пирĕн хатĕр пулмалла. Ейÿ сарăлса каясран, вăл сиен, сăтăр тăвасран хамăрăн асăрханмалла.
Хальлĕхе ирĕн-каçăн сивĕ тăрать. Апла пулин те, шыв юхакан çулсене, пăрăхсене юртан тасатма манмалла мар. Шывпа вутран вăйли çук теççĕ, çавăнпа та ялсене, кĕперсене, каçса çÿрекен вырăнсене шыв ан илтĕр тесе сыхă пулмалла. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕсенче дежурство йĕркелемелле. Çурхи шыв-шур юлашки çулсенче уйрăм хуçалăхсене те пысăк тăкак кÿрет.
Енчен те юр хăвăрт ирĕлес пулсассăн çыранран тухнă шыв-шур республикăри 16 района, çав шутра пирĕн района та, сиен кÿме пултарĕ.
Шыв-шурта пăр ирĕлнĕ май çынсен те тимлĕ пулмалла. Ачасене асăрхаттармалла. Ашшĕ-амăшĕн кĕçĕн çулсенчи ывăл-хĕрне куçран вĕçертмелле мар. Çуркунне ача-пăча уйрăмах шыв хĕрринче выляма юратать, пăр çинче сиккелекен те сахал мар. Инкек вара куçа курăнса килмест. Çавăнпа та тимлĕ пуласчĕ, ача сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн чи малтан аслисем яваплă пулнине манас марччĕ.
Д. СОЛОВЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *