Кунран-кун хĕвел ăшшăнрах та ăшшăнрах пăхни, урамра тумла сасси илтĕнме пуçлани ырă та ăшă çулталăк вăхăчĕ — çуркунне çитнине систерет. Çутçанталăк тарăн хĕл ыйхинчен вăранса пырать. Часах хĕлĕпе пуçтарăннă, халĕ сăнсăрланса хуралнă юр кĕрчĕсем ирĕлсе пĕтсе пĕрремĕш чечексем тухĕç, йывăç-курăк ешерме пуçлĕ. Шăпах çуркунне пуçламăшĕнче, çутçанталăк чĕрĕлме пуçланă вăхăтра, эпир пире пурнăç паракансен — Хĕрарăмсен кунне уявлатпăр.
Çак уяв умĕн районти чи пултаруллă дояркăсене пуçтарса ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та çулталăк тăршшĕпе чи лайăх кăтартусемпе палăрнă, ĕçченлĕхĕпе хисепе тивĕçнĕ дояркăсем уява пуçтарăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пуçтарăннисене çурхи уяв ячĕпе чĕререн саламланă, паянхи пекех килте те, ĕçре те йăлтах ĕлкĕрсе пыма, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума, яланах малти ретре пулма суннă. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кияметдин Гимальдинов выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри районти кăтартусемпе паллаштарнă.
Кăтартусем, чăнах та, курăмлă. Уява пуçтарăннă дояркăсем пĕлтĕр кашни ĕне пуçне 5 пин килограмм ытла сĕт суса илме пултарнă. «Асаново» ЯХПКн дояркисем вара — пуринчен те малта. Акă, Лариса Иванова кашни ĕнерен вăтамран 8261 килограмм сĕт сунă! Наталья Белован кăтартăвĕ те унран нумаях юлмасть — 7964 килограмм. Маттур хĕрарăмсен ĕç стажĕ — 26-шар çул. Ку, паллах, вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулнине, хăйсен тивĕçĕсене чунне парса пурнăçланине çирĕплетет. Çак хуçалăхрах вăй хуракан Вера Яковлеван ĕç стажĕ вара — 33 çул. Вăл та яланах малти ретре, çулсерен çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Вăл пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 7834 килограмм сĕт суса илме пултарнă. Ку кăтарту — районта виççĕмĕш. Çавăн пекех Марина Пробкинăпа /7503 кг/ Лариса Карсунова /7167 кг/ та ĕçтешĕсенчен каях юлмаççĕ, çитес çул, тен, вĕсем те чи пысăк сăвăмпа палăрĕç.
Çавăн пекех «Рассвет», «Слава», «Восток» ЯХПКсенче, «Искра», «Урожай» колхозсенче, «Сюрбеево», «Дубовка» ОООсенче ĕçлекенсен сăвăмĕсем те пысăк.
Дояркăсен ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. Вĕсен ирпе ирех фермăна утмалла, кашни кунах хăйсене шанса панă ĕнесене вăхăтра суса илмелле. «Искра» колхозра ĕçлекенсен, тĕслĕхрен, кашнин 70 пуç ĕне сумалла. Ĕçе кăмăлласа пурнăçласан çеç çитĕнÿсем тума пулать.
Александр Осипов маттур дояркăсене Тав хучĕсемпе тата парнесемпе чысланă, кăçал та тăрăшса ĕçлеме, пысăк çитĕнÿсем тума суннă.
Юрă-ташăсăр уяв пулать-и вара? Районти культура ĕçченĕсем малта пыракан дояркăсене саламлама ятарласа килсе çитнĕ. Вĕсем янăравлă юррисемпе уява хаваслăх кĕртнĕ, кашнин кăмăлне уçма пултарнă.
Н. КАЛАШНИКОВА.