Пятница, 26 апреля

Хĕллехи спорт сезонĕ хупăнать

Хĕллехи спорт сезонĕ хупăнать

Мартăн 15-мĕшĕнче, эрнекун, хĕллехи спорт сезонĕ хупăннă ятпа, «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртет. Вăл Комсомольскинчи вăрман хĕрринче 13 сехетре пуçланать. Кăмăл тăвакансем унта пурте хутшăнма пултараççĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен тата вăтам шкулсен командисенче 3 хĕрача, 3 арçын ача пулмалла. Предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен, Комсомольски район администрацийĕсен командисенче 2 арçынпа 2 хĕрарăм старта тухĕç. Арçынсемпе каччăсем 2-шер, хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕрер километрлă дистанцие чупĕç. Заявкăсене /вĕсене команда ертÿçи, врач алă пусса çирĕплетмелле/ ăмăртăва килсе çитсен памалла.
Пурне те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма йыхравлатпăр. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсене Хирти Явăш тĕп, Шурут вăтам, Комсомольски ял тăрăхĕн командисене кубоксене илсе килме ыйтатпăр. Командăсен штандарт пулсан аван.
ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *