1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче 15 сехетре Совет çарĕсене Афганистана кĕртме пуçланă. Çак куна манас килет пулсан та, ăна асра тытмаллах. Урăх çакăн пек ан пултăр тесе çакна манма юрамасть. 620 пин совет салтакĕ Афган вăрçи витĕр тухнă, 15 пин те 52 çын пуçĕсене хунă. 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче пирĕн салтаксене Афганистанран илсе тухнă.
Çак вăрçă пирĕн района та айккинче хăварман. Аякри Афган çĕрĕсенче пирĕн 5 ентеш пуçĕсене хунă.
Вăрçă вучĕ сÿннĕренпе 30 çул иртрĕ, çапăçусене хутшăннă салтаксем халĕ асаттесем пулса тăчĕç, мăнукĕсене ÿстереççĕ. Вĕсем çулсерен районти шкулсене çитсе ачасемпе тĕл пулусем ирттереççĕ.
Январĕн 24-мĕшĕнче пирĕн афганецсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен кадетсемпе тĕл пулчĕç. Кадетсем Афган вăрçин тĕрлĕ саманчĕпе интересленчĕç, ыйтусем пачĕç. Тĕлпулу интереслĕ те усăллă иртрĕ.
Февралĕн 11-мĕшĕнче Хирти Явăш ялĕнче Н.Г.Ильин ертсе пынипе Афган вăрçинче пуçĕсене хунă И.Т.Гавриловпа Ф.М.Тазетдинова тата Чечен вăрçинче пуçне хунă Р.Х.Гафурова асăнса мемориал плити вырнаçтарчĕç. Çапăçусене хутшăннисем Хирти Явăш тĕп шкулĕнче ăс пухакан ачасемпе тĕлпулу ирттерчĕç.
Февралĕн 15-мĕшĕнче пуçĕсене хунă афганецсене асăнса Хырай Ĕнел ялĕнче çулсерен винтовкăран тĕл перессипе турнир, Нĕркеçре хоккей турнирĕ ирттереççĕ. Кашни çулах Афганистанра пуçне хунă В.А.Тумакова асăнса Тăманлă Выçли шкулĕнче волейбол турнирĕ йĕркелеççĕ.
Районти афганецсем пуçĕсене хунă юлташĕсене аса илме çулсерен февралĕн 15-мĕшĕнче пуçтарăнаççĕ, монумент патне чечексем хураççĕ.
Паттăрсем яланах асра юлĕç, вĕсен ячĕсем ĕмĕр упранĕç.
И. СИЗОВ,
Афган вăрçин ветеранĕ.