Воскресенье, 19 мая

Кадетсем – форумра

Кадетсем – форумра

Февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш кадет корпусĕнче пĕрремĕш форум иртнĕ, ăна Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Форума 500 кадет ытла хутшăннă.
Форум хыççăн республикăри Ашшĕсен канашĕпе Чăваш кадет корпусĕн Попечительсен канашĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ. Уçă калаçура хăнасем çамрăксене патриотизм темипе ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма вĕрентесси çинчен канашланă, вĕренÿ учрежденийĕсемпе обществăлла организацисем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сÿтсе явнă.
«2018—2019 çулсенче регионта 195 кадет класне шута илнĕ, вĕсенче 4097 ача ăс пухать. Пĕлтĕр кăна 177 кадет класĕ уçнă, вĕсенче ачасем хăйсен ăсталăхне туптаççĕ», — тенĕ Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов.
Çак кун Чăваш кадет корпусĕпе Попечительсен канашĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.
Форумра тĕрлĕ темăсемпе куравсем ĕçленĕ, çамрăк яш-кĕрĕм республика шайĕнче йĕркеленĕ «Бал четырех Побед» ташăсен конкурсĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *