Шыракан тупать

Шыракан тупать

Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистсене тĕп тунăранпа 74 çул çывхарса килет. Нумай салтак хаяр вăрçă хирĕсенче выртса юлнă, паянхи кун пире мирлĕ пурнăçпа пурăнччăр тесе хăйсен пурнăçĕсене шеллемен. Вăрçă суранĕсем кашни çемьерех пулнă тесен те тĕрĕсех пулать пулĕ. Нумай салтакăн шăпи уçăмлансах çитмен-ха. Хамăр район çыннисем те хăйсен тăванĕсене, ашшĕсене, аслашшĕсене шыраççĕ.
Урмаел ялĕнче çуралса ÿснĕ Имаметдин Хамдеева ашшĕн вăрçăри кун-çулĕ пăшăрхантарать. Вăл Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче вырнаçнă Оборона министерствин архивне те çыру çырса янă, анчах та нимĕнле хыпар та кĕтсе илеймен. Пуçне усман вăл, ашшĕн кун-çулĕ хăçан та пулин уçăмланасса шанса пурăннă. Халĕ вара тепĕр паттăр салтакăн шăпи çак кунсенче уçăмланчĕ тесен те юрать.
Бедертдин Хамдеев 1910 çулта Урмаел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çитĕнсе çитсен çак ялти çамрăк хĕрпе Селимепе çемье çавăрнă. Икĕ ывăлĕпе савăнса пурăннă.
1941 çул. Тăван çĕршыв хăрушлăхра! 1942 çулхи март уйăхĕнче Бедертдин Хамдеевăн та вăрçă хирне кайма ят тухнă. Савнă мăшăрĕпе, юратнă ачисемпе, ял-йышпа сывпуллашса вăл çар комиссариатне çитнĕ. Кунта ĕçлекенсем пуçтарăннă çынсене тăшмана хирĕç çапăçма тĕрлĕ çĕре ăсатнă. Вăрçă хирĕнчен пĕр çыру та илеймен Селиме аппа. 1942 çулхи июнь уйă-хĕнчех Б. Хамдеев хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнĕ.
Шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн Бедертдин Хамдеев Ленинград фрончĕн 23-мĕш çарĕнче, стрелоксен 142-мĕш дивизийĕн стрелоксен 461-мĕш полкĕнче çапăçнине пĕлме май килчĕ. Пуçĕсене хунă салтаксене пытарнă списокра унăн ячĕ те пур. Оборона министерствин архивĕнчен килнĕ хурав тăрăх пирĕн ентеше Нева юханшывĕн сулахай çыранĕнче тăванла масарта пытарни паллă. Унта 6552 салтак канлĕх тупнă, вĕсенчен 5359 салтакăн шăпи паллă маррисен шутĕнче. Паянхи кун паттăр салтаксене пытарнă вырăнта «Невский пятачок» мемориал туса хунă.
П. ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *