Хальхи вăхăтра ултав урлă пуяс текенсем питĕ нумайăн. Çакна кура асăрханулăх, тимлĕх çинчен пĕр самантлăха та манма юрамасть. Телефонпа усă курса çынна шăнман пăр çине лартса ярас текенсем уйрăмах йышлă. Пирĕн республикăра çакăн пек улталаннă тĕслĕхсем çинчен час-часах илтме пулать.
Акă, нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан 60 çулти хĕрарăмăн телефонĕ шăнкăртатнă. Шăнкăравлакан хăй право сыхлавĕнче тăрăшнине, хĕрарăмăн тăванĕ йĕркене пăснине, вăл çакăншăн уголовлă явап тытма пултарассине пĕлтернĕ. 20 пин тенкĕ укçа ярса парсан вăл хĕрарăмăн тăванне яваплăхран хăтарма пултарассине палăртнă. Сехĕрленсе ÿкнĕ хĕрарăм часрах çывăхри банкомат патне васканă, укçана куçарса панă. Çул тăршшĕпе ăна «право сыхлавĕн ĕçченĕ» шăнкăравласах тăнă, укçана хăвăртрах куçарса пама хистенĕ.
Тепĕр 55 çулхи Шупашкар хĕрарăмĕ те телефон аферисчĕсен аллине çакланнă. Шăнкăравлакан хăйĕнпе банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă, банк карттине ултавçăсенчен хÿтĕлеме картăн реквизичĕсене ыйтнă. Банк картти çинчен 15 пин тенкĕ укçа çухалнине хĕрарăм темиçе кунран çеç сиснĕ.
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕ граждансене тимлĕ пулма ыйтать. Енчен те çывăх çын инкеке лекни çинчен калакан СМС-çыру килсен е шăнкăравласа çакăн çинчен пĕлтерсен лăпкăлăха ан çухатăр, çывăх çыннăрăн телефонĕ çине шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатăр. Банк ĕçченĕсем тесе хăйсемпе паллаштарса банк карттин реквизичĕсене ыйтакансене шанма юрамасть.
Асăрхануллă пулăр, ултавçăсен аллине ан лекĕр.
И.АВДЕЕВ.