Çырăва хаклаççĕ

Çырăва хаклаççĕ

  

Ираида Никитина, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ:

«Михаил Игнатьев палăртнă ĕçсен  тĕп пахалăхĕ — вĕсем халăхăн пурнăç шайне ÿстерес, ялта та, хулара та аталанма лайăх мелсем туса парас тĕллевлĕ пулни. Аталану çулĕ çĕнĕ технологисемпе пĕр шайра утмаллине, çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курма вĕренмеллине пĕлтерет. Çапла экономикăн пур сферинче те цифровизаци малалла аталанĕ, çĕнĕлĕхсем хута кайĕç. Социаллă сферăра та эпир нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Ватăсене, нумай ачаллă çемьесене тата ытти пулăшу кĕтекен халăх сийĕсене тĕрлĕ программăпа килĕшÿллĕн пулăшу кÿретпĕр. Ĕçсене, паллах, халăхăн шухăш-кăмăлне шута илсе пурнăçлатпăр, малашне те çак енĕпе тăрăшăпăр. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн умри тĕп тĕллев — халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстересси, ял çыннисен пурăнмалли условийĕсене хăтлăлатасси. Пурте пĕрле килĕштерсе вăй хурсан палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама пулатех».

 

Лариса Макарова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:

«Республика Пуçлăхĕ вĕренÿ тытăмĕ çине нумай тимлĕх уйăрни савăнтарать. Çĕнĕ ача сачĕсем хута яни çамрăк  амăшĕсене пепкисене унта вырнаçтарса иртерех ĕçе тухма май парать. Ку, паллах, питĕ лайăх. Пирĕн районта, акă, Урмаелĕнче хăпартма пуçланă ача сачĕ уçăласса çамрăк  амăшĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал   110  шăпăрлан ача садне çÿреме тытăнĕ, ялта пурăнакансене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. Ку, паллах, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шкулсене тĕпрен юсани, физика тата хими, биологи кабинечĕсене инновацилле приборсемпе тивĕçтерни вара  ачасене килтен аякка çÿремесĕр паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тарăн пĕлÿ илме пулăшать. Михаил Игнатьев талантлă ачасене аталанма пур май та туса памалли çинчен каланине тĕпе курса ĕçлетпĕр.  Тĕслĕхрен,   чи пысăк федераллă  пректсенчен пĕри вăл —  «Шкул — 2025» проект. Унпа килĕшÿллĕн  2025 çул тĕлне республикăра  29 шкула реконструкцилемеллине, хута ямаллине пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Апла пулсассăн пирĕн  районти шкулсене те тĕпрен юсаса çĕнетме май килĕ.    Шанатăп: палăртнă ĕçсене пурнăçласан çитĕнÿсем тата та курăмлăрах пулĕç».

 

Евгений Тихонов, «Кĕтне» ФСК директорĕ:

«Михаил Игнатьев, яланхи пекех, физкультурăпа спорт ыйтăвне айккинче хăвармарĕ. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетнине пурте пĕлетпĕр. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, 2018 çулта тăтăшах физкультурăпа спорта хутшăнакансен йышĕ республикăра пурăнакансен 43,5 проценчĕпе танлашнă. Ку, ман шутпа, аван кăтарту пулин те, Михаил Васильевч вĕсен йышне тăватă çул хушшиняче, 2022 çул тĕлне,  55 процента çитерме тĕллев лартать. Çавна май кашни çынна спортпа явăçтарма  условисем туса памалла  Ялсенче спорт площадкисем тума палăртни вара ял çыннисене те спортпа туслашма пулăшать. Районта пурăнакансене илес пулсассăн  нумайăшĕ спортпа туслă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Çакна вĕсем спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнни, физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăха çирĕплетни çирĕплетет те. «Кĕтне» ФСК-на çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Пĕлтĕр  спорт комплексĕнче 242  пин ытла çын пулнă.   Çуллахи вăхăтра районта пурăнакансем,  хăнасем ытларах  стадионта çуран çÿреççĕ, чупаççĕ пулсассăн, хĕллехи вăхăтра  сывлăха çирĕплетме  вăрманта питĕ лайăх йĕлтĕр трасси пур.  Кунта кашниех ярăнса киленме пултарать. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет, ут-пĕве пиçĕхтерет». 

 

Надежда Михайлова, районти тĕп больница врач-инфекционисчĕ:

«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ, çав шутра республикăри медицина аталанăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Çĕнĕ ФАПсем уçăлни, профильлĕ больницăсем хута кайни, больницăсем çĕнĕ йышши оборудованипе пуянланни, паллах, сывлăха сыхлас ĕç çине лайăх витĕм кÿрет. Çавна май халăхăн вăтам пурнăç тăршшĕ те ÿссе пынине палăртрĕ Михаил Васильевич. Вăл çавăн пекех онкологи чирĕсемпе кĕрешекен ядерлă медицинăн центрне çывăх вăхăтра хута ярассине палăртрĕ. Паянхи кун онкологипе чирлекенсен шучĕ ытла та пысăк. Çак центр пулăшнипе усал шыççа пула вилекенсен шучĕ палăрмаллах чакасса шанатăп».

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *