Чăваш Республикинче Кăшарнире шыва кĕмешкĕн 116 вырăн хатĕрленĕ пулсассăн, районта пурăнакансем 7 вырăнта шыва кĕме пултараççĕ. Шыва кĕмелли вырăнсене право органĕн, МЧС, медицина ĕçченĕсем асăрхаса тăрĕç. Январĕн 17—18-мĕшĕсенче яваплă çынсем шыва кĕмелли вырăнсем мероприятие хатĕрленине тепĕр хут тĕрĕслĕç.
Районта пурăнакансем Кăшарнире Аслă Чурачăкра, Асанкассинче, Аслă Çĕрпÿелте, Хирти Сĕнтĕрте, Юнтапара, Александровкăра, Тукайра шыва кĕме пултараççĕ.
Шыв кĕрес тĕллевлисене вара чи малтанах аса илтересшĕн: ÿсĕр, сывлăх тĕлĕшпе хавшак пулсассăн сивĕ шыва кĕме юрамасть. Сивĕ шыва тÿрех сикмелле мар — юн пусăмĕ виçерен ÿсме пултарать. Çакна васкамасăр тумалла, чĕркуççи таран кĕрсен сивĕ шывпа алла, çан-çурăма, пите йĕпетсе илмелле. Унтан тинех мăй таран шыва кĕмелле. Ачасен те вакра шыва кĕме тăхтамалла. Шывран тухсан çийĕнчех шăлăнса тăхăнма япаласем, термоспа вĕри чей илмелле.
Д.ГАЛКИН.