«Каçал ен» — кашни киле

«Каçал ен» — кашни киле

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Антонина Николаевăпа Галина Петрова почтальонсене  ватти-вĕтти таранах лайăх паллать. Вĕсем ялта пурăнакансене хаçат-журналпа, çыру-открыткăпа, пенсипе тата ытти пулăшупа вăхăтра тивĕçтерес тесе кунсерен вуншар километр утаççĕ. Почта уйрăмне илсе çитерекен çул çывăх мар пулин те, маттур хĕрарăмсем пуçĕсене усмаççĕ, хăнăхнă çулпа шав утаççĕ.
«Урамра çил-тăман алхасать-и, чашлаттарса çумăр çăвать-и е шăрăх-и, калама çук правурскер хаçата кирек хăçан та вăхăтра валеçет», — теççĕ Антонина Николаева пирки ял çыннисем. Антонина Фадеевна Çĕнĕ Кипеç тата Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал изданийĕсемпе тивĕçтерсе тăрать.
Хаçат валеçнисĕр пуçне ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне пурнăçлать. Яланах пулăшма хатĕр вăл. Антонина Фадеевнăна кашни килтех кĕтеççĕ.
— «Каçал ен» тăван пекех хаклă маншăн. Чылайранпа пĕр сиктерми çырăнса илнĕрен хаçата кун çути кăтартакансене пурне те пĕлсе тăратăп, статйисене юратса вулатăп. Ытларикунпа эрнекуна чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Тунсăхласан киввисене те уçса вулатăп, — тет Тĕвенешре пурăнакан Юрий Салмин.
— Хаçат-журнала вулас кăмăллисем пурришĕн чунтан савăнатпăр. Ун пек чухне ĕçлеме те кăмăллăрах. Анчах та хаçат çырăнманнисем те пур. Çырăнтару тапхăрĕ çулсерен йывăрланса пырать, — палăртрĕç вĕсем.
Почтальонсен тĕллевĕ — сумкăна хаçат-журналпа тултарса çула тухасси.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *