Четверг, 18 апреля

Элпуçсен юрри-ташши савăк

Элпуçсен юрри-ташши савăк

Элпуç ял тăрăхĕнче чăваш, тутар халăхĕ килĕштерсе пурăнать. Вĕсем хăнара та, концертра та пĕрле юрласа, ташласа савăнаççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче районăн 80 çулхи юбилейне халалланă уявра та пурте пĕр йыша пухăнса ял çыннисене илемлĕ концертпа савăнтарчĕç.
Юрри-ташшине хатĕрленипе пĕрлех, тĕрлĕ выставкăпа паллашма та кăмăллă пулчĕ. Кунта, паллах, культура ĕçченĕсем, педагогсем, вĕренекенсем, ял çыннисем хастар пулнăран жюри членĕсем Элпуçсен пултарулăхне палăртса хăварчĕç. Алă ĕçĕсен выставки ял çыннисен, шкул ачисен илемлĕ тĕррисемпе, çыхнă, чĕнтĕрленĕ япалисемпе пуян пулчĕ. Унсăр пуçне Ефтихий Иванов хăйĕн çемье архивĕнче чылай çул упранă иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80 çул çулĕсенчи хаçатсемпе те кăсăклансах паллашрĕç. Вăл «Дружба» колхоз кăларнă «Çĕнĕ вăй» хаçат редакторĕ пулнă.
Уяв, паллах, юрă-ташăсăр мар. Çак кун пурте пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр; Алла купăс тытса савăк юрă шăрантарма сăлтав та пур. Юратнă районăмăр сумлă юбилейне — 80 çулне паллă тăвать. Вăл кунран-кун аталанса, вăй илсе пырать. Кунта вара Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансен тÿпи те сахал мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев вырăнти ĕç-хĕлпе туллин паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн юлашки çулсенче сахал мар ĕç тунă, апла пулин те тумалли татах пур-ха. Вĕсем палăртнă ĕçе пурнăçа кĕртес тесе тăрăшса ĕçлеççĕ. Çакна Владимир Николаевич тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Вырăнти ĕçе маттур та пуçаруллă çынсемсĕр пурнăçлама çук. Çавна май уявра чи маттуррисене Хисеп грамотисемпе чысласа хăварчĕç.
Владимир Павлов ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Фаряховсен çемье ансамблĕ те куракансене хавхалантарчĕ. Гульмирăпа Рустем, Люцияпа Расык тата Малике Фаряховсем юрра-ташша ăста. Эдуард Гордеев сăвăсем çырать тата хăех юрăсем кĕвĕлет. Вăл концертра «Ан авăн, шĕшкĕ» юрра илемлĕн шăрантарчĕ. «Шанчăк» ансамбль куракансем патне çĕнĕрен те çĕнĕ юрă илсе çитерчĕ. Татьяна Васильева ертсе пыракан ташă ушкăнĕсем илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Залра ларакансем кашни номере тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансем уява йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Валерий Гордеева, Минсере Тимербулатовăна, Ремис Мансурова тав тăваççĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *