Нумай ачаллă амăшĕсене — çăмăллăхсем

Нумай ачаллă амăшĕсене — çăмăллăхсем

Нумай ачаллă амăшĕсен мĕнле пенси çăмăллăхĕсем пур?
5 е ытларах ача çуратса 8 çул таран ÿстернĕ амăшĕсем, паянхи пекех, тивĕçлĕ канăва 50 çулта тухĕç. 3 тата 4 ачаллă амăшĕсене валли те çăмăллăхсем кĕртнĕ. Акă, 3 ача амăшĕ тивĕçлĕ канăва 57-ре — çĕнĕ пенси ÿсĕмĕнчен 3 çул маларах, 4 ача амăшĕ 56-ра каять. Пирĕн республикăра çак çăмăллăхпа усă курса çулсерен 1,5 пине яхăн 3 ачаллă хĕрарăм тата 300-е яхăн 4 ачаллă хĕрарăм пенсие тухасса палăртнă. Пĕрремĕш заявленисем 2020 çулта 56 çул тултарнă 4 ача амăшĕсенчен пулĕç.
Маларах пенсие тухас тесен нумай ачаллă хĕрарăмсен 15 çул страхлав стажĕ тата ачасене 8 çул таран ÿстерни пулмалла. Ача çулталăк çурă тултариччен ăна пăхни те стажа кĕрет. 3 ачашăн стажа 4,5 çулран, 4 ачашăн 6 çулран ытларах кĕмест.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *